Çак сумлă та пысăк, паллă уява халалласа пирĕн çĕршывра тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Чутейре те çак калăплă уява чысласа нумай ĕç-хĕл пурнăçланă.
нче совет çыннисен, çав шутра пирĕн чăваш халăхĕн Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи çапăçу хирĕнчи, тылри паттăрлăхĕ çинчен калаçнă. Ку уроксем палăк умĕнче те иртнĕ. Вĕренекенсем Мухтав монуменчĕн, ун таврашĕнчи Çĕнтерÿ паркĕн вырăнне пăхсах тăраççĕ. Тĕрлĕ патриотизмла акцисене хутшăнчĕç: «Астăвăм çулăмĕ», «Астăвăм линейки», «208000 астăвăм йывăçĕ» тата ытти те. Çакă вăл — пирĕн çамрăк ăру вăрçăра пуç хунă, пирĕн телейлĕ пурнăçшăн юн тăкнă паттăрсене чысласах, асра тытсах тăнине кăтартать.
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн округра патриотла авточупăва хутшăнакансем Чутей ялне те кĕрсе тухнă. Палăк умне чĕрĕ чечексем хунă, тивĕçлĕ ĕçсемшĕн медальсем, Тав çырăвĕсем панă. Чутей шкулĕнче ăс пухакан А.Джуманазаровапа Д.Егорова «Эстафета памяти поколений» акцине хутшăннăшăн республикăри ветерансен Канашĕнчен Тав çырăвĕ илме тивĕç пулнă.
Çĕнтерÿ кунĕнче эпир çапăçу хирĕнче, тылра паттăрлăх кăтартнисене чыслатпăр. Чутей ялĕнчен вăрçа 280 çын тухса кайнă, вĕсенчен 147-шĕ таврăнайман. Вĕсене асăнса, ытти çĕрти пекех, чутейсем те палăк умĕнче асăну çурти çутрĕç. Çĕнтерÿ кунĕнче вара митинг тата «Вилĕмсĕр полк» акци иртрĕ.
Пирĕн, çитĕннисен, умĕнчи задача — пулас ăрăва астăвăм эстафетине парса хăварасси. Нихăçан та, никам та çак тăнăç пурнăç мĕнле хакпа пулнине, асаттесен, мăн асаттесен, пирĕн халăхăн вилĕм- сĕр паттăрлăхне манса ан кайтăр.
Зинаида ИВАНОВА, Чутей