Аслă экономика канашĕн президиумĕ малашне çĕнĕ йĕркепе — муниципалитетсен аталанăвне тĕпе хурса ĕçлеме пуçлĕ. Президиум уйăхра пĕрререн кая мар пухăнĕ.
Хальхи ларура Чăваш Республикин 2025—2030 çулĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă планĕпе, унта кĕртнĕ инфратытăм тата инвестици проекчĕсене вăйлатассипе, Чăваш Енĕн адреслă инвестици программине кĕртнĕ объектсене шайлаштарассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни муниципалитетăн çулталăк вĕçлениччен аталанăвăн мастер-планне хатĕр-лемеллине палăртнă. Асăннă программăсене хÿтĕлеме стратеги сессийĕсем ирттерме, халăх шухăшне шута илме пăхнă. Çулталăк вĕçне республикăн аталану планне туса хумалла. «Çакă пире килес çул ăнăçлă ĕçлеме май парĕ»,— тенĕ Олег Николаев.