Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2024—2025 вĕренÿ çулĕнчи шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе тата призерĕсемпе тĕл пулнă.
Чăваш Енри шкул ачисем юлашки çулсенче пуçласа олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче 6 çĕнтерÿ тума пултарнă — физикăпа, географипе, биологипе, литературăпа тата экологипе.
Палăртма кăмăллă, çĕнтерÿçĕсемпе призерсен хушшинче пирĕн округ представителĕ те — Тăвайри 10-мĕш класра вĕренекен, вырăс чĕлхипе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕн призерĕ Виктория Автономова та пур. Ăна çитĕнÿ-пе саламлатпăр!
Иван ИВАНОВ