1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:02

Бартер пулăшнă

 

Пурнăç пĕр тикĕссĕн пымасть, тем тĕрлĕ те çаврăнать, çавна май унта кăсăклă самантсем, пулăмсем пулса иртеççĕ. Ку мĕрекке самана улшăннă вăхăтра, иртнĕ ĕмĕр вĕçнелле, пулса иртнĕччĕ. Тар тăкса пуçтарнă пурлăха «бизнес» аллине пачĕç. Президент хушăвĕпе ял çыннисене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерчĕç иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕ-сенче. Уйăрса панă çĕр пайĕсене ĕçе кĕртмелле вĕт, пушă вырттарас çук. Ăна пурнăçлама ятарлă техника кирлĕ.

Çĕр пайĕсем тенĕрен, çывăх пĕлĕшĕм валеçсе панă уйри çĕр пайĕпе çыхăннă пулăма кăсăклă каласа панăччĕ. Унтанпа самаях вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Мĕн илтнине сире те каласа кăтартас терĕм. Çапла пĕр кунхине кĕрхи çумăрсем пуçланиччен сухалаттарса ĕлкĕ-рес тĕллевпе ĕçрен халичченхинчен маларах таврăннă пĕлĕшĕм. Мăшăрĕн шухăшĕ те пĕрешкел килсе тухнă-мĕн, Йăлăмра паçăртанпах дизель трактор кĕрлевĕ илтĕнсе тăнине пĕлтернĕ. Кăшт-кашт хыпкаланă хыççăн кил картинчен урамалла тухса укăлчаналла танкăшнă пĕлĕшĕм. Çул çинче ĕçтешне тĕл пулнă, калаçса кайнă. Вăл ăна трактористпа курнăçса килĕшсе татăлнине, тепĕр сехетрен сухалама пыма шантарнине, тульккăш «хаярри» хатĕр пулма кирлине систернĕ иккен. Ĕçтешĕ пĕлĕшĕме лавккана çитсе килме сĕннĕ. Кĕсьерен нухратне те кăларса тыттарнă. Пулăшмалла-тăк пулăшас тенĕ ĕнтĕ. Ара вĕсен çĕр лаптăкĕсем те юнашарах вырнаçнă-çке. Каланă — тунă.

Мĕн кирлине туянса каялла килме тухнă лавккаран. Çула май çыртмалли уни-куни тата килĕнчен канистр кĕрсе илнĕ.

Трактор анасем çине куçиччен юлташĕн вырăна çитсе ĕлкĕрмелле-çке. Ял çумĕнчи çырма урлă каçнă хушăра трактор йĕтеме çитсе ларнă та-мĕн. Кĕçех хăлхине хыттăн калаçнă сасăсем пырса перĕн- нĕ. Çыран хĕррине тапаçланса хăпарнă çĕре трактор Йăлăмалла кĕрлеттернĕ. «Ак, тамаша! Мĕн килĕшмерĕ-ха ĕнтĕ ăна?» — тĕпчеме тытăннă шăв-шав сăлтавне пĕлес шутпа юлташĕ ĕçтешне.

— Ну, мĕнле, хатĕр-и унта? — ыйтнă тракторисчĕ кабинăран пуçне кăларса.

— Çиччас, кăшт тăхта-ха. Кĕç-вĕç çырмаран хăпарать,— евитленĕ лешĕ.

— Манăн кĕтме вăхăт çук. Эсĕ мана пĕрре те пулăшса курман,— тенĕ хуçи. Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ. Палтăрт çавăрнă та тракторне, Йăлăмалла вĕçтернĕ.

Апла-капла та, пуçăннă ĕçе вĕçлемелле. Пĕр хушă тавралăха тăнласа тăнă. Сасартăк ĕçтешĕн хăлхине мотор кĕрлевĕ илтĕнех кайнă. Вăл сасă еннелле пушă канистрпа таплаттарнă. Утсан-утсан кÿршĕ ялăн хĕрринче трактор суха тунине асăрханă. Кĕçех сухаçă патне пырса çитнĕ. Хайхискер çăвар уçма ĕлкĕричченех мĕн шутпа килнине ăнкарса илнĕ курăнать.

— Бартер.

— Ты мне, я тебе,— тенĕ самантран лешĕ.

— Не вопрос, «хамтунски» всегда с собой,— пулнă кĕске хурав.

Тепĕр çур сехетрен кĕрлеттерсе те çитнĕ дизель анасем çине.

Туххăмрах çеремленнĕ çĕр лаптăкне кăпкалатса панă. Пĕрлех топливăпа та тивĕçтернĕ механизатор. Панă сăмаха çилпе вĕçтерменшĕн тав тунă, аллине лавккаран кÿрсе килнĕ юр-варпа тата ыттипе тулнă пакета тыттарнă.

Пурнăç çавăн пек çаврăнать, пĕтĕрĕнет. Мĕнех, кам мĕнле пултарать, çавăн пек майлаштарать.

Иван КОНДРАТЬЕВ,

Кивĕ Пуянкасси

Поделиться:
Распечатать