1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:55

Çамрăксен форумне хутшăнма

 

2025 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи «иВолга» çамрăксен форумне регистраци пуçланнă, вăл июлĕн 24—29-мĕшĕсенче Самар облаçĕнчи Мастрюковсен кÿллисенчи Фестиваль уçланкинче иртет. Форум Раççейри ПФО регионĕсемпе ытти хуласенчен 14—35 çулсенчи 1400 участнике йышăнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул тултарнă май форумра патриотла, Раççейри йăлана кĕнĕ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене упраса хăварас тата çирĕплетес темăсене тимлĕх уйăрĕç.

ĕнче вĕренÿ программисем, ертсе пыракан экспертсен мастер-класĕ-сем, çавăн пекех культурăпа кану тата спорт мероприятийĕсем пысăк вырăн йышăнĕç. Хутшăнакансене çичĕ тренинг профилĕпе уйăрĕç: «Наука», «IT тата цифра технологийĕсем», «Патриотизм», «Культура тата искусство», «Çăлав служби», «Промышленноç комплексĕ» тата «Управлени». Çамрăксем Раççей историйĕпе аталану çул-йĕрне тишкерĕç, «Раççей çамрăкĕсен ĕмĕчĕ» коллективлă концепцие туса хатĕр- лĕç.

Форумра икĕ грант конкурсĕ иртет. Пĕрремĕшĕ — Атăлçи федераци округĕнче гражданла общество институчĕсене аталантарма пулăшакан фонд проекчĕсен конкурсĕ. Иккĕмĕшĕ — Раççей çамрăкĕсем. Вĕсене хутшăнакансен хăйсен пуçарнă ĕçне пурнăçлама 1 миллион тенкĕ таран грант илме май пур.

Йăлана кĕнĕ тăрăх форум уй-хир лагерĕн форматĕнче иртĕ. Заявка кампанийĕпе пĕрлех Ача-пăча Дирекцийĕн форумне регистрациленесси те уçăлчĕ. 14 çултан пуçласа 17 çулчченхи ачасем организаторсемпе мероприятисен программине йĕркелеме пултараççĕ. Форума хутшăнма заявкăна «Росмолодежь» платформа урлă майăн 30-мĕшĕччен пама юрать.

Наталья КОЛОКОЛОВА,

культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн

тĕп специалист-эксперчĕ

Поделиться:
Распечатать