1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:51

Центрта заняти иртнĕ

 

Тăвайри социаллă пулăшу паракан центр çумĕнчи «Активлă вăрăм ĕмĕр» ушкăна çÿ- рекенсемпе Наталия Федорова социаллă ĕçчен финанс пĕлĕвĕпе хăрушсăрлăхĕ çинчен, ултавçăсенчен сыхланас ыйтусемпе калаçу ирттернĕ.

Телефон мошенникĕ-сен тĕп схемисене, ултав паллисене, финанс хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхса тухнă. Ултавлă ĕçсен тĕслĕхĕсене сÿтсе явма кĕмĕл волонтерсем хăйсем те хастар хутшăннă, юлашкинчен занятире пулнисене памяткăсем валеçсе панă.

Валентина АЛЕКСАНДРОВА

Поделиться:
Распечатать