1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:12

Чи пултаруллисем тупăшĕç

 

Майăн 26-мĕшĕчен республикăри муниципалитетсенчи машинăпа ĕне сăвакан ăстасен конкурсне ирттерессине вĕçлеççĕ тата Пĕтĕм Раççейри «Профессире чи лайăххи» конкурсăн регион тапхăрне хутшăнмашкăн зоотехнири чи лайăх специалистсене суйласа илĕç.

Конкурс июнĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел округĕн-че вырнаçнă «Исток» агрофирмăра иртĕ. Унта хутшăнас текенсен июнĕн 5-мĕшĕччен «Раççейри ĕç» пĕрлехи цифра платформинче регистрациленмелле. Регион тапхăрĕнче çĕнтернисем Пĕтĕм Раççей шайĕнче ăсталăх енĕпе тупăшĕç.

Пирĕн округран конкурса Екатерина Геннадьевна Георгиева машинăпа ĕне сăвакан оператор («Акконд-агро фирма» АО) тата Наталия Геннадьевна Григорьева зоотехник (асăннă предприятиренех) хутшăнаççĕ.

Надежда НИКИФОРОВА

Поделиться:
Распечатать