Çулсем çинче çынсем вилнипе çыхăннă аварисене асăрхаттарас тĕллевпе хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Уяв умĕн çул-йĕр çине паллăсем «ÿке- ресси» уйрăмах пысăк тимлĕх-ре. Çав шутра çынсем çуран çул урлă каçмалли вырăнсенчи «зебрăсене» çĕнетесси те.
Инкекрен асăрханса водительсен те, çуран çÿрекенсен те йĕркене пăхăнмалла. Аварисем чылай чух водитель хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, йĕркене пăсса хирĕç килекен çул çине тухнипе, руль умне ÿсĕрле ларнипе пулаççĕ. Çуран çÿрекенсен те тимлĕ пулмалла. Ятарлă тротуарпа, вăл çук пулсан çул хĕррипе утни, çул урлă ятарлă вырăнтан анчах каçни хамăра, сывлăха упрать.
Водительсемпе çуран çÿрекенсене çул-йĕр çинче яланах тимлĕ пулма, правилăсене пăхăнма ыйтас килет. Пирĕн пурнăçăмăр хамăрăн аллăмăрта пулнине самантлăха та манар мар.