1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:13

Экзаменсем тытмалли хĕрÿ тапхăр

 

Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, шкултан вĕренсе тухакансемшĕн майăн 23-мĕшĕнче патшалăхăн пĕр-лехи экзаменне тытмалли хĕрÿ тапхăр пуçланать.

11-мĕш классен аттестацийĕ июлĕн 4-мĕшĕччен тăсăлĕ. 9-мĕш класран вĕренсе тухакансен пĕлĕвне тĕрĕслемелли вăхăт — июлĕн 2-мĕшĕччен пырĕ. Кăçал республикипе 4885 çамрăк ППЭ (ЕГЭ) тытĕ. Экзаменсем йышăнма республикăра 40 пункт йĕркеленĕ. «Патшалăх тĕрĕслевĕсене йĕркелеме хатĕрленсе çитнĕ. Экзаменсене хутшăнакан специалистсене вĕрентнĕ, усă курмалли материалсемпе оборудованисене туяннă, онлайн видеосăнавпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ»,— пĕлтернĕ Дмитрий Захаров. Çавăн пекех шкул ачисене тата ашшĕ-амăшне психологи пулăшăвĕ пама «Хĕрÿ лини», шанăç телефонĕсем уçнă.

Кăçалхи çĕнĕлĕхсен шутĕнче — ашшĕ-амăшĕ экзамена общество сăнавçисем пек хутшăнма пултарни. Дмитрий Захаров экзаменсене ăнăçлă тытма пулăшас тĕллевпе вĕрентÿ проекчĕсем йĕркелени çинчен те каланă. Çак шутра — «Университетри шăматкун». Асăннă проекта 9,5 пин ытла çын хутшăннă. «Ÿсĕм вырăнĕ- сем» урлă малашлăха» проект майĕпе 88 пин çамрăк пĕлĕвне ÿстернĕ.

Министр кăçал экзамен тытма физика, биологи, хими предмечĕсене суйласа илекенсем йышлăрах пулнине асăннă.

Поделиться:
Распечатать