Чăваш Республикинчи шкулсенче вĕренекенсем регион шайĕнчи «Архитекторы смыслов» конкурс шайĕнче хăйсен финанс пĕлĕвне кăтартнă. Конкурс РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков пуçарнă вĕрентÿ проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Чи лайăх командăсем конкурса «Смыслографика» мелĕсемпе хатĕрленĕ проектсем тăратнă. Çакăн тĕллевĕ — ачасене çĕнĕ технологисемпе тата искусственнăй интеллектпа усă курса информацие тĕрĕс хак парса тивĕçлĕ кăтартма вĕрентесси.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев искусственнăй интеллект пурнăçра çивĕч ыйтусене татса памалли чи ăнăçлă хатĕр пулса пынине палăртнă. Анатолий Аксаков «Смыслографика» пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме, ачасен шухăшлавне тата ăс-тăн пултарулăхне аталантарма пулăшнине каланă.
«Смыслографикăна» республикăри шкулсенче февралĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 7-мĕшĕччен вĕрентнĕ. Саккăрмĕш классенче пĕлÿ илекенсем ятарлă конструктор пулăшăвĕ-пе усă курса информацие анализ тумалли тата йĕркене кĕртмелли ăсталăха вĕреннĕ. Вĕрентÿ курсĕ вĕçленнĕ хыççăн шкулсенче палăртнă финанс тематикипе килĕшÿллĕн презентаци хатĕр-ленĕ. Юлашкинчен финала вунă команда тухнă, çав шутра Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсен команди те (ертÿçисем Ирина Федотовапа Вероника Павлова вĕрентекенсем). Республикăри 104 шкул команди хушшинче малтисен йышне кĕме пултарни хăех пысăк çитĕнÿ.
Регион конкурсĕнче Кÿкеçри лицейре вĕренекенсем çĕнтернĕ, хăйсен финанс сферинчи пĕлĕвĕпе ăсталăхне кăтартса панă.
Иван ГЛАДКОВ