1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 29 Май 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:25

ГТО рейтингĕнче пĕрремĕш

 

 

Физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсе-не пурнăçлассипе Тăвай округĕ малтисен йышĕнче.

ЧР физкультурăпа спорт министерстви 2025 çулхи пĕрремĕш кварталти пахалăх рейтингне пĕтĕмлетнĕ.

ГТО нормативĕсене пурнăçланин ĕçĕ-хĕлĕпе тăвайсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунта gto.ru порталта мĕн чухлĕ çын регистрациленнине, тест витĕр тухнине, ГТО паллисене тивĕçнине, массăллă информаци хатĕрĕсенче мĕнле çутатнине шута илсе (мĕнпурĕ 9 кăтартупа) пахаланă.

Спорт пурнăçне хастар хутшăннăшăн пурне те тав тăватăп. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕн-че палăртнă тăрăх, ГТО комплексне пурнăçлани çамрăксене çарпа патриотла воспитани памалли тухăçлă инструмент шутланать.

Анатолий КИРИЛЛОВ

Поделиться:
Распечатать