Канашри медицина училищи (халĕ колледж) ялсенчи сывлăх сыхлавĕшĕн кадрсен «лаççи» шутланать. Çулленех унта пĕлÿ илнĕ çамрăк специалистсемпе пуянланаççĕ пирĕн округри сиплев учрежденийĕсем те. Иртнĕ çул акă Кивĕ Пуянкассинчи ФАПра Марина Моисеева ĕçлеме пуçланă.
Тăвай больницинчи терапи уйрăмĕнче практикăри виçĕ хĕре сăнанă май, вĕсем хăйсен пулас профессине ăнсăртран суйламаннине туйса илетĕн. Медсестрасемпе сиплев процедурисем тăваççĕ, чирлисемпе хутшăнаççĕ.
Мария Васильева — Тăрмăш ялĕнчен. Шкулта вĕреннĕ чухне медсестра пулма ĕмĕтленнĕ. Зинаида Николаевна Григорьева учительница вĕрентсе каланă сăмахсене ăша хывнă, ав. «Сăмах хăвачĕ хăватлă, сыватма та, амантма та пултарать,— тетчĕ медицинăра ĕçлеме кăмăл тунине пĕлсен. Петĕр Хусанкайăн «Сăмах хăвачĕ» сăвăн пĕр куплетĕнчи йĕркесене стена çине курăнмалла çырса хунăччĕ пирĕн вĕрентекен. Манăн асанне больницăра сывлăх хуралĕнче ĕçленĕ, унăн витĕмĕ те пур çак специальноçа суйланинче»,— терĕ М.Васильева, тантăшĕсемпе иккĕмĕш курсра вĕреннине пĕлтерсе. Маларах Канашри хула больницинче практикăра пулнине асăнчĕ. Кунта, акă, медсестрасем пулăшнипе шурă халатлисен ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илсе пыраççĕ. Çамрăксем туслă коллектива çĕнĕ варкăш илсе килнĕн туйăнчĕ. Яваплăха туяççĕ. Системăсем яма хатĕрленĕ май, пациентсен хушамачĕсене палăртса çырса пыраççĕ.
Арина Биктимирова та Тăвай тăрăхĕнчен, Вăрманхĕрринче çуралнă. Медсестра ĕçĕ кăткăс иккенне пĕлет. «Çав вăхăтрах сăваплă та»,— тет хĕр. Амăшĕ, Марина Николаевна, Тăвай больницин поликлиникинче тасалăхшăн тăрăшать. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ-рен сăнĕ Хисеп хăми çинче унăн. Икĕ çывăх тăванĕ — шурă халатлă ĕçченсем иккен, Шупашкарта пурăнаççĕ, вĕсен ырă тĕслĕхне кура та кун-çулне çынсене сиплессипе çыхăнтарма шут тытнă. Практикăри тепĕр хĕре, Пуянкассинчи Татьяна Павлована та тăванĕ медицина пулăшăвĕ паракансен ĕçне суйлама хавхалантарнă. Апла пулас специалистсем ăруран ăрăва куçса пыракан ăсталăха, династине малалла тăсакансем пулассине шанма пулать.
«Тен, тăван тăрăхрах ĕçлеме пуçлĕç,— терĕ терапи уйрăмĕн заведующийĕ Вера Козлова. —Пирĕн наставниксем опытлă, тăрăшуллă. Вĕсенчен вĕренсе куллен ăсталăха ăша хывса пыраççĕ практикăри хĕрсем».
Раиса ШУМОВА