1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:04

Хĕвел тухăç енче пулмалла

 

Килте Турăшсене мĕнле вырнаç-тармалла? Тата кашни пÿлĕмре турăш кĕтесĕ тума юрать-и?

Зоя ВАСИЛЬЕВА

Турăш кĕтесĕ хĕвел тухăç енче пулать. Кашни пÿлĕм-рех — залра, çывăрмалли пÿлĕмре тата кухньăра — тусан та аван. Ăна кухньăра çаксан апат çиес умĕн сăхсăхма меллĕ. Турăш кĕтесĕнче тĕп вырăна — Иисус Христосăн, сылтăм енне — Турă Амăшĕн, сулахай енне Николай çветтуйăн турăшĕ-сене лартмалла. Аса илтеретĕп: турăшсене сунтăхра хупса усрамалла мар, тĕрленĕ ал шăллисемпе карса хупласа хуни те вырăнсăр. Вĕсене уçă вырăнта, тасалăхра тытмалла. Тусанне тăтăш шăлмалла. Ал шăллисене çуса якатса çакмалла. Турăшсене тытнă чухне сăхсăхмалла, каçару ыйтмалла.

Ыйтусене Тăрмăшпа Чутей

чиркĕвĕсен настоятелĕ

Леонид БАРАМАТОВ хуравланă

Поделиться:
Распечатать