Ĕне е пушмак пăрăва искусствăлла майпа пĕтĕлентерсе хăварасси ял халăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç. Пушмак пăрусене ÿсĕмĕпе 16—18 уйăхра чухне тата йывăрăшĕ-пе 320—340 килограмран кая мар пулсан пĕтĕлентерсе хăварма юрать.
Ĕне е пушмак пăру хăйсем вăкăршăн пулнă чухне кăна пĕтĕленсе юлма пултараççĕ. Вăкăршăн пулни ĕнен пăруланă хыççăн 18—25 кунран палăрать, вăтамран 17—22 (3-рен пуçласа 36) сехете тăсăлать. Çак вăхăтра пĕтĕленсе юлмарĕ пулсан, ĕне кашни 18—21 (хăш-пĕр чухне 16—28) кунран вăкăршăн пулать. Вăкăрпа ерттерни е искусствăлла майпа пĕтĕлентерни вăкăршăн пулнин иккĕмĕш тапхăрĕнче кăна уйрăмах усăллă. Ĕне е пушмак пăру хăçанччен чупасшăн пулнине тĕп-тĕрĕс палăртма йывăртан, вĕсене аснине пĕлсенех ерттереççĕ, тепĕр хут вара — 10—12 сехетрен. Ĕне е пушмак пăру вăкăршăн пулнине çак паллăсенчен пĕлме пулать: вăл канăçсăрланать, мĕкĕрет, начар çиет, çавна май сăвăм та чакать. Аснă вăхăтра ĕнесем пĕр-пĕрин çине хăпараççĕ е ыттисем çапла тунă чухне канăçлăн, лăпкă тăраççĕ. Ĕнесем аснă вăхăтра влагалищĕ-рен малтан тăрă, унтан тăрă мар йăлмака юхать, влагалищĕн тулашĕнчи пайĕ хĕрелет. Ĕне е пушмак пăру вăкăршăн пулнине пĕлсен техник-осеменатора чĕнсе илмелле, ăна искусствăлла майпа пĕтĕлентерме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен, пĕрремĕшĕнчен, кун пек чухне пĕтĕлентерме ăратлăх тĕлĕшĕнчен пысăк продуктивлă вăкăрсен паха вăрлăхĕпе усă кураççĕ, иккĕмĕшĕнчен, асăннă меслетпе ерттернипе ĕнесемпе пушмак пăрусем тĕрлĕ чир-чĕр ертес хăрушлăх çук.
Енчен те ĕнен темиçе хут чуптарнă хыççăн та юлмасан, выльăха ветеринари тухтăрĕ-сене кăтартмалла, сиплеме тăрăшмалла. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем — 2-11-35 е 2-13-35.
Надежда ДИМИТРИЕВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен
районти станцин
ветеринари специалисчĕ