Шупашкарти «Атăл» стадионта Чăваш халăх наци кĕрешĕвĕн иккĕмĕш чемпионачĕ тата республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ.
Вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин кĕрешÿсем кăмăл-туйăма çирĕплетнине палăртнă. Пирĕн те чăваш халăх наци спортне пулас ăрусем валли аталантармалла. «Кĕрешÿ» вăл спортăн ахаль тĕсĕ кăна мар, пирĕн халăхăн культурăпа историйĕн пайĕ», — тенĕ Олег Николаев, сăмах каласа.
Ăмăртусене республикăри мĕнпур муниципалитет тата хула округĕнчен 250 ытла вăйлă кĕрешÿçĕ хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене 27 виçере палăртнă, дипломсем, медальсем, кубоксем тата хаклă парнесем панă.
Тăвай муниципалитет округĕнчен «Аль» спорт шкулне самбо тата кĕрешÿ секцине çÿрекен икĕ спортсмен хутшăннă. Вĕсем хăйсен виçисенче палăрнă. Чемпионатра Александр Павлов виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Республикăра мала тухассишĕн яшсем хушшинче тупăшса Святослав Алькин та (иккĕшĕ те Тăвай шкулĕнчен) виççĕмĕш пулнă.
Ăмăртусем массăллă спорта аталантарнипе пĕрлех çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе те пысăк пĕлтерĕш- лĕ.
Сăмах май, Чăваш Енре кăçалхи юпа уйăхĕн 5-12-мĕшсенче «Кĕрешÿ» наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисене ирттерме палăртнă.
Андрей ПАВЛОВ,
«Аль» спорт шкулĕн тренерĕ