Çын ĕçпе илемлĕ, хисеплĕ. Çак сăмахсене Тăвайра пурăнакан Надежда Ивановна Ильина çинчен каланăн туйăнать. Елчĕк хĕрĕ шкул хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта штукатур-маляра вĕреннĕ. Пурнăç урапи ăна Тăвай ене илсе çитернĕ.
Строительство организацийĕн-че ĕçлесе канăва тухнă. Ăста алăллăскер çак тăрăхра мĕн чухлĕ социаллă объект, пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма хутшăнман-ши?
Тăвайри «МСО» организацийĕн начальникĕ Алексей Муханов яланах ырăпа палăртнă харсăр хĕрарăма, тĕслĕхе хунă. Тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн тивĕçнĕ мухтав хучĕсем çакна çирĕплетеççĕ мар-и тата?
Йывăрлăхра кирек кама та ĕçпе пулăшма, сăмахĕпе вара малашлăха шанăçпа пăхма хавхалантарма хатĕр вăл. «Ырă туни ырăпах таврăнать»,— тенине тăтăшах илтетĕн унран. Икĕ хĕрне вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Светлана Тăвай округĕн администрацийĕнче, Наталия Хумышев предпринимателĕн магазинĕн- че тăрăшаççĕ, 3 мăнукпа савăнать ăшă чунлă кукамай, вĕсене ура çине тăратма пулăшать.
Ашшĕ-амăшĕн килне сÿнме памарĕç пĕр тăванĕсемпе. Пултаруллăскерсем пысăках мар кил-çурт та çĕклерĕç. Надежда Ивановнан ăста аллисем теме те асамлăх кĕртме пултарнине палăртаççĕ ăна пĕлекенсем
Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчи çывхаракан юбилейпе сана! Яланах паянхи пек çĕнĕ шухăшсемпе пуян, кăмăлупа савăнăçлă, хастар, чунупа хĕвел евĕр çутă та ăшă пул. Ывăннине ан туй, ан ватăл.
Раиса ВАСИЛЬЕВА