«Камăн хăйĕн ялне хитре те хăтлă курас килмĕ? Кашниех хăйне килĕшнĕ таран савать ăна,— терĕ Нÿшкассинчи культура керменĕ çывăхĕнче тĕл пулнă вăтам çулсенчи хĕрарăм. — Клуба туса панăшăн та тем пекех тав. Нÿшкассисем вăл çĕкленсе ларасса пĕр çул çеç мар кĕтнĕ. Пĕр-пĕр мероприяти ирттермелле пулсан та ĕретлĕн ниçта пухăнма çукчĕ. Ăмсанаттăмăр хуларисене телевизорпа пăхса. Вĕсемшĕн пурте пур — пирĕн вара клуб та çук, теттĕмĕр. Çукки — начар, кăмăла хуçать, пурри — лайăх, пурăнма хавхалантарать».
Клуб Серго урамĕн- че, яла пырса кĕрсенех сывлăх учрежденийĕпе — сап-сарă тĕслĕ фельдшерпа акушер пункчĕпе пĕр çĕрелле вырнаçнă. Виçĕмçул, çулталăк вĕçĕнче хута янă ăна. Халĕ клуб ял çыннисене вун-вун çул пĕрлештерсе, савăнăç кÿрсе тăрĕ, унта тăтăшах пулмасан та, çавах спектакль-концерт курĕç, тĕрлĕ ыйтусемпе пухăнса канаш тытĕç, хăйсен канăвне йĕркелĕç тата ытти те. Сăмах майăн каласан, кунта СВОра çапăçакан ентешсене пулăшса пĕлтĕртенпе ял хастарĕсем маскировка тетелĕсем çыхаççĕ тата ытти те. Ун пирки çак ял çынни Юлия Валентиновна Волкова хаçатра та çырса кăтартнăччĕ.
Кăçалхи март уйăхĕнче Нÿшкассинчи клуба шыв кĕмелли тата юхса тухмалли системăна та хута янă. Нÿшкассинчи культура çуртне пуçару бюджечĕн программин пулăшăвĕпе туса лартнă. Объект 5 миллион та 801 пин те 250 тенке кайса ларнă. Çавă çăмăллăх — асăннă суммăн пысăк пайне республика бюджетĕнчен уйăрнă, пĕчĕкрех пайне вырăнти бюджетран саплаштарнă, ыттине ял çыннисем, предпринимательсем пухса панă, вĕсем те хăйсен тÿпине хывнă.
Пĕлетпĕр, Чăваш Енре пуçару бюджечĕн программине 2017 çулта ĕçе кĕртнĕ. Пирĕн Тăвай муниципалитет округĕнче унпа пирвай усă курнисем те нÿшкассисемех — асăннă ялта пуçласа шыв пăрăхĕсем хывнă, килсене ĕçмелли шыв кĕртнĕ. Ырлăх мар-и çакă ял çыннисемшĕн? Паллах, ырлăх. Килтех кранран шăнкăр-шăнкăр шыв юхнине мĕн çиттĕр?
Тăватă ял Элпуç территори уйрăмĕн-че, вĕсенче 1200 ытла çын пурăнать, çак шутран Элпуçпе Çĕнçырмара чи нумай — кашнинче 340 ытла çын, Нÿшкассипе Ураскассинче — 265 тата 255 çын. Ялсенче, чăн та, пушă килсем те сахал мар. Çамрăксем, паллах, ытларах хулана туртăнаççĕ. Вĕсен вĕренмелле, пурнăçне йĕркелемелле. Ялсенчен хулана тапасси тепĕр енчен вырăнта хальлĕ-хе тивĕçлĕ ĕçлесе илмелли ĕç вырăнĕ-сем çителĕксĕррипе те çыхăннă. Пурнăçа ăнтарса пырасси укçа-тенкĕпе тÿрремĕ- нех çыхăннă-çке. Çапах та кашни ялтах хресчен-фермер хуçалăхĕсем, индивидуаллă предпринимательсем пур, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен статусĕпе пурăнакансем йышлансах пыраççĕ. Пĕрлех çынсем кил хуçалăх тытаççĕ, çĕр участокĕсем пур. Çуллахи тапхăрта вара ялсем уйрăмах чĕрĕлеççĕ. Хулара пурăнсан та ялта çĕр участокĕ тытакансем яла килеççĕ, çимĕçсем туса илеççĕ, кайăк-кĕшĕк усраççĕ, ялта ирĕк те меллĕ ку енĕпе. Тавралăх та илемлĕ, сывлăшĕ уçă. Ялта пурăнакансен ачисен ачисем, мăнукĕсем те çу кунĕсене ялта ирттерме кăмăллаççĕ. Пулла çÿретĕн-и е çырла-кăмпана — условисем лайăхрах ку енĕпе ялта. Ĕçлесе шăмшака çирĕплетме те, ĕçе хăнăхма та майсем ытларах. Мечĕкле, футболла-волейболла выляс тесен те чару çук. Пуçаруллăрах кăна пулмалла.
Территори уйрă- мĕнчи ялсенче çынсене уйрăмах кирлĕ учрежденисемпе социаллă объектсем те пур: хăтлă, икĕ хутлă вăтам шкулпа ача сачĕ, врач офисĕ, ку чухнехи фельдшерпа акушер пункчĕсем, почта уйрăмĕ, райпо магазинĕсем, уйрăм предпринимательсем тытакан магазинсемпе киосксем, кашни ялтах клубсем, икĕ библиотека çынсене тивĕçтереççĕ. Килсене хулари пекех çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, нумайăшĕн ĕçмелли шыв та пÿр-тех кĕрет. Элпуç ялĕ вара асăннă территори уйрăмĕн центрĕ кăна мар, вун-вун çул каялла чутах нефть тупса чапа тухман. Кунта, çурçĕр енче, ялпа юнашарах, пĕр хушă нефть шыракансен экспедицийĕ ĕçленĕ. Анчах кайран ку вырăнтан хăпса кайнă. Ман шутпа, пĕр сăлтавсăр-мĕн- сĕр, укçана сапалассишĕн çеç килсе тухман ентĕ вĕсем Элпуç тăрăхне.
Çакă лайăх: кирек епле пулсан та, пурнăç малаллах аталанса пырать. Чăваш Енре, вăл шутрах пирĕн Тăвай муниципалитет округĕнче те, пуçару бюджечĕн программипе нумай ĕç тăваççĕ. Акă Элпуç территори уйрăмĕнчи ялсенче 2023 çулта кăна 13 миллион та 800 пин те 295 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă ялсенче пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшса. 2024 çулта тата çичĕ проект пурнăçа кĕртнĕ. Ялсенче урамсенчи çулсенчен нумайăшне асфальт е вак чул сарса хытарнă, клубсемпе ача-пăча вăйă лапамĕсем тунă, шыв башнисемпе шыв пăрăхĕсене юсанă, пĕвесемпе кÿлĕ- сене юшкăнран тасатса типтерленĕ, кану вырăнĕсене хăтлăх кĕртнĕ, масар çурчĕ-сене, тĕрлĕ объектсене çĕнетнĕ, урамсене çутатма перекетлĕ электролампăсем çакнă тата ытти те. Клубсем кăна иккĕ — Çĕнçырмапа Нÿшкассинче — тунă. Çынсен сывлăхĕшĕн тимлесе кашни ялта тенĕ пекех ку чухнехи çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайнă. Пурĕ пилĕк шыв башни хăпартса лартнă, вăтамран кашни икĕ миллиона яхăн тенкĕлĕх. Урамсенчи çулсене юсаса, вак чул сарса лайăхлатасси тĕп вырăнта.
— 2025 çулта та вунпĕр проекта пурнăçа кĕртме палăртнă, контрактсем туса çирĕп-летнĕ. Çапла вара кăçалхи ĕçсемпе подрядчиксем те, контрактсен хакĕ те, вĕсене хăçан пурнăçламалли те паллă, пĕр контрактне пурнăçланă та ĕнтĕ, тепĕр иккĕш-не пуçăннă,— терĕ 2016 çултанпа Элпуç территори уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшакан А.М.Гаврилов. Александр Михайлович ĕнер кăна тăваттăмĕш подрядчикĕпе те ĕçе пуçăнас пирки тĕл пулса калаçнине хыпарларĕ. Контрактсене, тĕпрен илсен, çуллахи уйăхсенче пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Кăçалхи ĕçсен шутĕнче — Элпуç тата Ураскасси ялĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă çар çыннисене асăнса лартнă палăксене çĕнетессипе асăну стени тăвасси те, Çĕнçырма ялĕнчи Пушкин урамĕнчи çулсен сыпăкĕ-сене, Ураскасси ялĕнчи Николаев тата Кооператив урамĕсенчи çулсене юсаса вак чул сарса хытарасси те, Ураскассинчи культура çуртĕнчи сценăна, вулав залĕпе тамбура юсаса хăтлăх кÿресси те, Çĕнçырма ялĕнчи О.Кошевой урамĕн- че шыв парса тăрассине йĕркелесси те, ялсенчи масарсен территорийĕсенче йăла каяшĕсене пухмалли контейнерсен площадкисем тăвасси те, ытти те. Контрактсен суммисем ĕçсен калăпăшĕпе кăткăслăхне кура тĕрлĕрен — 99 пин тен- кĕрен пуçласа 1 миллион та 913 пин те 579 тенкĕ таранах. Пурĕ пĕрле 7 миллион та 232 пин те 643 тенкĕлĕх.
Тăван ял — тăван кил пекех. Юратаççĕ хăйсен ялĕсене ку тăрăхра пурăнакансем. Вĕсем патшалăх, пуçару бюджечĕн программисем пулăшнипе, ялсенче пурăнакансем тăрăшнипе, пуçарулăх кăтартнипе илемленсех, хăтлăлансах пыраççĕ. Пуçару бюджечĕн укçи-тенкипе пурнăçа кĕрекен проектсем ял çыннисемшĕн халăх программисемех пулса тăнă. Хăйсен тăван ялне юратса та чунтан ырă сунса, сăмахран, Нÿшкасси ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Василий Васильевич Козловпа Елена Андреевна Фомина тĕрлĕ вăхăтра сăвăсем те халалланă. Вĕсен хайлавĕсенче, пĕр ÿстермесĕрех калатăп, ял çыннисен мĕнпур шухăш-кăмăлĕ пĕрлешнĕ. Пуçару бюджечĕн, ялсен комплекслă аталанăвĕн программисене хăйсем туса хатĕрлеме хутшăннисĕр пуçне, ял çыннисенчен чылайăшĕ вĕсене пурнăçа кĕртме те хăйĕн тÿ- пине хывать. Ураскасси ялĕнче ку тĕлĕшпе Владимир Николаевич Никифоров уйрăмах тăрăшуллă та пуçаруллă пулнине каларĕ Элпуç территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Гаврилов. Ял çыннисем Владимир Николаевича 2013 çултах старостăна суйланă, йăнăшман. Вăл ĕçчен те лăпкă çын, ял патриочĕ, унра организатор пултарулăхĕ пуррине палăртаççĕ. 2021 çултанпа — Тăвай округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те. Халăхра хисепре. Ялăн тата округăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать. «Чи лайăх ял старости» ята (2017ç.) тивĕçнĕ, ЧР муниципаллă йĕркеленĕвĕсен Канашĕн конкурсĕн- че çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Спортпа туслă. Никифоровсен çемйи — Пĕтĕм Раççейри IX хĕллехи ялти спорт вăййисен (2019 ç.) çĕнтерÿçи тата X хĕллехи ялти спорт вăййисен (2021 ç.) призерĕ. «Спортпа туслă çемье» конкурсăн дипломанчĕ те. Вăл старостăра ĕçлеме пуçланăранпа Ураскассинче яла хăтлăх кÿрессипе, вăл чăннипех те тăван кил пулса тăтăр тесе нумай ĕç тунă. Уйрăммăн илсен — ял урамĕсенчи çулсене юсаса вак чул сарнă, масар çуртне, ача-пăча вăйă площадкине çутă кĕртсех тунă, çăлкуçсене тасатма, Молодежнăй тата Николаев урамĕсене çутă кĕртме хутшăннă. Çулсеренех йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ-сем, волейбол турнирĕсем, субботниксем йĕркелет. СВОра çапăçакансене пулăшма та пысăк тимлĕх уйăрать, терĕ территори уйрăмĕн начальникĕ, мăшăрĕ Алина Николаевна та пĕрле. Кунта маскировка тетелĕ-сем çыхассине, окоп çуртисем шăратассине йĕркелесе янă. Ытти тĕрлĕ япаласем те ăсатаççĕ фронта. Кăçал Владимир Николаевич 50 çул тултарчĕ. Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ача ÿстерет.
Ураскассинчи ветерансен канашĕн председателĕ Тамара Ивановна Григорьева та ял пурнăçне пысăк тÿпе хывнине каларĕç.
Çĕнçырмари Владимир Николаевич Илларионов индивидуаллă предпринимателе те ырăпа асăнмалла. Кăçал вăл Çĕнçырмапа Ураскасси ялĕсенче çул юсассипе çыхăннă виçĕ контракта хăй çине илчĕ.
Нÿшкассинче старостăра иккĕмĕш çул Александр Петрович Иванов тимлет. Вăл та ялшăн сахал мар тăрăшать. Субботниксем йĕркелесе ирттерет, кĕпер каçă тăвас ыйтупа проектантсемпе пĕрле пулчĕ, шыв пăрăхĕсене, шыв башнине пăхса тăма пулăшать, çынсене явăçтарать кирлĕ çĕре. Масарăн кивĕ пÿртне сÿтсе, вутă сарайĕ тăвассине йĕркелерĕ. Урамсенчи çутă çуннипе-çунманнине сăнасах тăрать. Ялта кăçал пурнăçа кĕртме палăртнă ĕçсене тимлĕхре тытать тата ытти те. Пулăшакансем, пуçаруçăсем пур чухне ĕçсем чылай кал-калрах каяççĕ. Çĕнçырма ялĕнче Сергей Георгиевич Максимов, Андрей Владимирович Павлов ял ĕçĕсенчен айккинче тăмаççĕ, ял масарĕ патĕнчи ĕçсенче Владимир Анатольевич Кабаков палăрнă. Çĕнçырмара нимесене те чылайăн пухăнаççĕ. Çавăн пек ниме иртни çинчен кăçал «Ял ĕçченĕ» хаçатра Мария Соркина çырса кăтартнăччĕ. Александр Михайлович Элпуçĕнчи Андрейпа Алексей Николаевич Моисеевсем, Евгений Владимирович Егоров, Юрий Иванович Колоколов тата ытти активистсем вырăнти пуçару проекчĕсем тăван ял пурнăçне хăтлăлатма, ăна хитререх те пуянрах тума пулăшчĕр тесе тăрăшнине каласа пачĕ, ытти çынсен хастарлăхĕ те ÿссе пынине асăнчĕ. Халăхпа Элпуçĕнче чиркÿ хăпартнă. Акă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă кивĕ палăка пăснине тата ăна çĕнĕрен аслăлатса тăвассине каларĕ. Хальхинче палăк стени çине виçĕ гранит плита вырнаçтараççĕ, вĕсем çине вăрçăра пуç хунисен ячĕ-хушамачĕсене кăна мар, фронтан таврăннисенне те кĕртме планлаççĕ. Çапла майпа пурте халăх асĕнче юлччăр, килес ăрусем те вĕсене пĕлсе тăччĕр, асра тытчĕр тесе ăнтăлаççĕ.
Манăн ялăм — манăн тăван кил, тетпĕр. Вăл хăтлă пулсан, пурăнма та лайăхрах. Тăван кĕтес ăшăрах та, сиплĕрех те. Халăх тăрăшнипе, патшалăх пулăшнипе вара пирĕн ялсем хăтлăлансах, илемленсех пырĕç. Чăваш Ен Правительстви те çак тĕллеве тытать, ял халăхне пурнăçшăн кирлĕ хăтлă условисем туса пама тимлет.
Иван ГЛАДКОВ
Проект Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать