1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 29 Май 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:26

Манăн ял — манăн тăван кил. Тăван кĕтес вăй-хăват парать

 

«Çÿрекен энциклопеди»,— теççĕ Чутейсем Зинаида Николаевна Иванова пирки. Вăл — педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ял хастарĕ, Чăваш Енри хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, кĕмĕл волонтер, «Ял ĕçченĕ» хаçатăн харсăр общество корреспонденчĕ, юратакан амăшĕ тата асанне.

Çуралнă кĕтесрен хакли çук

Тăван ял, ытарайми вырăнсем... Йĕри-тавра вăрман хупласа тăрать Чутей ялне. Кунта эпĕ пĕрремĕш утăмсем тунă, çамрăклăх иртнĕ, çемьеленнĕ, тĕпленнĕ. Çĕр çинче илемлĕ вырăнсем нумай, анчах çуралнă кĕтесрен хакли ниçта та çук. Хĕвеллĕ уяр кун кăн-кăвак таса тÿпене сăнатăп. Çĕр çинче мирлĕ пурнăç пултăрччĕ тетĕп, каçхине çăлтăрсене пăхма юрататăп. Инçех мар юхса иртекен Кĕтне шывĕ- пе, ылтăн тырă пуссисемпе киленсе уçăлса çÿретĕп. Пирĕн ял таврашĕн- че акăнмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсем çук. Инçе çултан таврăнса автобус çинчен ансанах: «Тинех эпĕ тăван ялта, тăван килте»,— тесе шутласан чуна çăмăл пулса каять. Кунта лăпкăлăх, шăплăх, илем... Палланă çывăх çынсем...

Çакăн пек ытарлăн хăйĕн пĕчĕк çĕршывне чунтан юратакан, унăн пуласлăхĕшĕн ырă шухăш-ĕмĕтлĕ çын кăна калаçма пултарать.

З.Н.Иванова нихăçан та алă усса лармасть, вĕçĕмех шыравра, общество ĕçĕпе пурăнать, кил-çемьешĕн тăрăшать.

 

Çулленех аталанать

Чутей территорийĕ округ центрĕнчен чи аякра вырнаçнă пулин те, пурнăçăн çĕнĕ варкăшĕпе икĕ ялăн сăн-сăпачĕ те улшăнса пынипе, ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли федераци шайĕнчи программăсемпе, проектсемпе усă курса пурнăçланă ĕçсемпе тата малашлăхри тĕллевсемпе хаваспах паллаштарма кăмăл турĕ.

«2017 çул вĕçĕнче «Культура» проектпа килĕшÿллĕн кивĕ, хутăнман клуб вырăнне çĕнĕ те хăтлă культура çурчĕ хута кайрĕ. Пуçару бюджечĕн программи питех те меллĕ, вырăнлă пулчĕ. Унăн малтанхи ĕçĕсем пирĕн тăрăхпа 2020 çулсенелле çыхăннă темелле. Шăпах çав çул «Кубнинский» хуçалăх ертÿçи И.Я.Гурин тăрăшнипе Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса 1990 çулта лартнă палăка çĕнетнĕ, стадион тунă»,— терĕ Зинаида Николаевна.

Çакăн хыççăн çулленех пуçару бюджечĕн программин шайĕнче ялсенчи çул-йĕре йĕркене кĕртнĕ. Халĕ, акă, Чутей ялĕнче пылчăклă, транспортпа кĕрсе çÿреме япăх урамсем çук. Икĕ ялĕпе те ăшăхланнă пĕвесене тасатнă, çутă юписем çине çĕнĕ плафонсем вырнаçтарнă, ĕçмелли шыв ыйтăвне тимлĕ- хе хурса башньăсене çĕнетнĕ.

Пуçару проекчĕн мелĕ хăш объекта маларах тăвас ыйтăва татса памашкăн вырăнти çынсене хутшăнма май туса панă. Каярах коллектив, ачасен ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе ялти вăтам шкулăн чÿречисене пластиклипе улăштарнă, кĕмелли картлашкасене çĕнĕрен тунă. Чутейри шкул 2024 çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче хăйĕн 150 çулхи юбилейне анлăн паллă тунă, хăнасене чăваш йăли-йĕркипе кĕтсе илнĕ.

Кăçалхи çул пуçламăшĕнче халăх шухăшне шута илсе тата хăйсем те çак ĕçе хастар хутшăннипе Чутейри чиркÿ (ăна 2015 çулта тунă) çумĕнче шыва кĕмелли купель хута янă. Кăшарнире чылай çын çак сăваплă та илемлĕ вырăнта шыва кĕрсе чунĕсене тасатнă. Паллах, кунта республика, вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрни те пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне граждансен хăйсен те, ентешсен те тÿпи пысăк.

Проектсене пурнăçлани хăйсемшĕ-нех лайăх пулнине ăнланаççĕ ял çыннисем. Унччен Çĕнĕ Ишпуçĕнче çăва патне çитмелли çул япăх пулнă, кăçал халăх ыйтнине тивĕçтерсе 500 метр çула якатса вĕт чул сарнă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1735075,80 тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулта ялта клуб, ача-пăча вылямалли лапам хута кайнă. Шкул ачисем валли автобус павильонĕ тăвасси — кăçал пурнăçламалли ĕç-хĕл шутĕнче. Паллах, палăртнă ытти ĕçсенчен Чутейри купель çумĕнчи çăл таврашне хăтлăх кĕртмелле, шыв ăсма анмалли картлашкасем тумалла, лармалли саксем вырнаçтармалла. Чутей ялĕнче Чапаев урамĕнчи кÿлле тасатмалла. Тумалли нумай. «Тепĕр тесен, ялти ырлăхпа хамăрах киленетпĕр»,— хăйĕн шухăшĕ ял-йышпа пĕр килнине палăртрĕ Зинаида Николаевна.

Патшалăх пулăшăвĕ инçетри ялсенче вак предпринимательлĕхе аталанма çул уçать. «Кубнинский» этикеткăпа тухакан сыр çинчен халĕ республикăпа ун тулашĕн- че те аван пĕлеççĕ. Çакăн çинчен уйрăммăн палăртрĕ вăл. Акă, Татьяна Юркина çамрăк предприниматель «Фермерсен шкулĕнче» вĕренсе дипломлă пулнă хыççăн, «Перспектива» программăпа 8 млн тенкĕ грант çĕнсе илнĕ, сыр тата сĕт юр-варĕнчен ытти апат- çимĕç туса илес производствăна пуçăннă. 20 ытла тĕрлĕ сыр, ача-пăча юратакан йогурт, чăкăт тата ытти те кăлараççĕ халĕ Чутейри цехра.

Иртнĕ çул Тăвай енре уявланă Республика кунĕнче сыр цехне уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ун чухне ял хуçалăх министрĕ пулнă, халĕ ЧР Правительствин председателĕ Сергей Артамонов, Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, тĕрлĕ ĕç тытăмĕн представите- лĕсем хутшăннă.

Пулас сыр ăстисен шкулĕ те пулĕ-и, тен, кунта? Тĕрлĕ шкулсенчен вĕренекенсем экскурсире пулма та ĕлкĕрнĕ Чутейри цехра, Канаш хулинчи ачасемпе ăсталăх занятийĕ йĕркеленĕ Татьяна Николаевна.

Ялти пĕрлехи ĕçсемпе интересленсе, вĕсене йĕркелеме хăйĕн тÿпине хывакан хĕрарăмпа чылайччен калаçрăмăр территоринчи курăмлă ĕçсем çинчен. Хăйĕн- пе те кĕскен паллаштарас килет..

 

Кукашшĕн ĕçне тăсса

З.Н.Иванова кун-çулне чи пархатарлă ĕçпе — шкул пурнăçĕпе çыхăнтарнă. Пуçламăш классен учителĕнче 36 çул тăрăшнă. Династине пуçаракан Никонор Петрович Петров Чутей, Тĕмер шкулĕсенче ĕçленĕ. Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсем тунă çĕрте инструктор пулнă, унтанах фронта кайнă. Шел те вăрçăран таврăнса хăйĕн ĕçне малалла тăсма пÿр-мен ăна. Аппăшĕ каласа панă тăрăх, Никонор Петров лайăх учитель пулнă, ачасене питĕ юратнă. «Апла эпĕ кукаçин ĕçне малалла тăсăп»,— ачаран çак ĕмĕт-шухăш çирĕпленсех пынă Зинаидăра. Кĕçĕн классенче чухне хăйсен урамĕнчи шăпăрлансемпе «шкулла» вылянă. Паллах, учитель ролĕнче çулĕсене кура мар çивĕч ăс-тăнлă, çирĕп чунлă хĕрача пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекене Анна Ивановнана, вырăс чĕлхи учительне Галина Григорьевнана чунтан хисеплени те педагог пулма çул уçса панă. Зинаида Николаевна вĕрентсе кăларнă яшсемпе хĕрсенчен çак профессипе ĕçлекен чылай.

Тивĕçлĕ канăва тухни 13 çул çитет, вăл вара çав-çавах ачасем хушшинче. Вĕсен пурнăçне, ачалăхне интереслĕ-рех тăвассишĕн вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест. Çулла асламăшĕ-кукамăшĕ патне каникула килекенсем те ун тавра кĕшĕлтетеççĕ. Шкула йыхравласан, унта СВОран кĕске отпуска килнĕ салтаксемпе тĕлпулу йĕркелеме пулăшнă, патриотизмла темăпа тăтăш калаçусем ирттерет. «Çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, хÿтĕ- леме, аслисене хисеплеме вĕрентесси те çакăнтанах пуçланать,— тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. — Çитĕнекен ăрăвăн аслашшĕсен историне пĕлмеллех».

 

Таврапĕлÿçĕ, волонтер...

«Иртнисĕр малашлăх çук»,— теççĕ. Ял историйĕ, вăрçă участникĕсем пирки ыйту сиксе тухсан, мĕн те пулин çĕннине, пĕлменнине шырасан, унран пулăшу ыйтаççĕ. Калаçнă хушăра округри общество палатин председательне Владимир Шакрова Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейлă çулталăкĕнче вăрçа хутшăннă тепĕр 7 фронтовик-ентеше (6 — Çĕнĕ Ишпуçĕнчен, 1 — Чутейрен) тупса палăртнине пĕлтерчĕ. Тăвай район энциклопедине кăларма хатĕрленнĕ тапхăрта ашшĕн- чен, ялти ватăсенчен ыйтса ял историйĕ çинчен нумай материал пухнă. «Они сражались за Родину» кĕнеке кăларичченех вăрçа хутшăннă ял çыннисен ячĕсене шырама тытăннă. Вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н.М.Яклашкин çырни патне тата хушнă. Архивсенче, «Память народа», «Подвиг народа» сайтсенче шыраса, ялти кашни киле кĕрсе çĕнĕрен çĕнĕ ятсем çырăннă паттăрсен йышне. Çав вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Г.П.Кукловпа шкул тата клуб валли «Кунсем, çулсем, ĕмĕрсем иртсен те — асрах тыт!» стендсем тутарнă. Вĕсене кун çути пама ял халăхĕ те укçа-тенкĕпе пулăшнă. Сăваплă ĕçе тăсса окопсем чавма хутшăннă 40 ытла тыл ĕçченĕн ячĕ ял историне кĕрсе юлнă. Вăрçăпа тыл паттăрсем çинчен альбомсем, презентацисем хатĕрлесе халăх умне кăларнă.

Ахальтен-и Чăваш Енри краеведсен пĕрлĕхĕн пайташне З.Иванована хÿтĕ-лев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнĕ ятпа тата кăçалхи Çĕнтерÿ уявĕ умĕн патриотла авточупу вăхăтĕнче «За поддержку и продвижение ветеранского движения» юбилей медалĕсемпе наградăланă. Чыс-хисеп пухмачĕнче — ЧР Вĕрентÿ министерствин, ял тăрăхĕн, район администрацийĕсен, вăрçă ветеранĕсен Канашĕн, ЧР хĕрарăмсен Союзĕн, Чăваш наци конгресĕн, регионти вăрçăпа истори обществин, Тăвай ентешлĕхĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем... Ку çеç-и-ха, тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерÿçи вăл. Культура çурчĕ çумĕнчи «Кĕтне шевлисем» ансамбльпе уявсене савăнăç кÿ-рет. Кĕмĕл волонтерсемпе СВОри салтаксем валли хÿтĕлев тетелĕсем çыхать, окоп çуртисем тăвать, тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама хастар хутшăнать. Ачасем те, аслă ÿсĕмрисем те унăн ĕçĕ-хĕлĕ урлă чун киленĕçне тупаççĕ. Ĕçченлĕх, сăпайлăх, ăс-тăн пуянлăхĕ, чун ăшшипе хĕлхемĕ унра. Ял-йыш хисеплет, сума сăвать Зинаида Николаевнана.

Халăх пĕр шухăшлă пулса пурăнни, ĕçлени тăван ялшăн та, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ялăн малашлăхĕ патне таврăнса ял туризмне те вăй памалли çинчен асăнчĕ. «Чутей ялĕ çумĕн-чи 300 çултан иртнĕ юман таврашне хăтлăх кĕртсен, тен, пирĕн юман патне те, Муркаш округĕнчи Ильинкăри пекех, ют çĕртен экскурсие килсе çÿрĕç. Çут çанталăк палăкĕсене упраса çитĕнекен ăру валли сыхласа хăвармалла,— терĕ Зинаида Иванова. — Тăван ял тăван кил пекех маншăн. Ăна татах та илемленсе пынине курас килет. Пурăнма аван пултăр тесен пурин те пĕрле тăрăшмалла».

 

Раиса ШУМОВА

Проект Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать

Поделиться:
Распечатать