1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:56

Маттур ăмăртнă

 

Пĕрремĕшсен юхăмĕ çамрăксене аталанма тата харпăр хăй пултарулăхне пурнăçа кĕртме условисем туса хума пулăшакан «Çамрăксем тата ачасем» наци проектне пурнăçа кĕртме хастар хутшăнать. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн пĕрремĕшсен юхăмĕ ачасемпе çамрăксенче лидер пахалăхĕсене йĕркелеме, командăпа ĕçлеме тата социаллă яваплăха туйса тăма хăнăхтаракан мероприятисем йĕркелесе ирттерет.

Участниксем харпăр хăй идейисене пурнăçа кĕртме, волонтер акцийĕсемпе культура мероприятийĕсене хутшăнма пултараççĕ. Ку вăл харпăр хăйне ÿссе аталанма кăна мар, пĕрлĕхе пĕтĕмĕшле çирĕплетме те пулăшать. Çапла майпа Пĕрремĕшсен юхăмĕ çамрăксемпе наци проекчĕ тивĕçтерекен майсене çыхăнтарма кирлĕ пĕлтерĕшлĕ сыпăк пулса тăрать.

Акă «Аль» спорт шкулĕн никĕсĕ çинче Пĕтĕм Раççейри «Вызов Первых» проектăн муниципалитет шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта Пĕрремĕшсен юхăмĕн чи активлă хастарĕсем хутшăнчĕç, проектăн обязательнăй спорт дисциплинисенче тупăшрĕç. Ăмăрту итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн виçĕ ÿсĕм категорийĕнчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕç. Иккĕмĕш ÿсĕм категорийĕн- че — Тушкил шкулĕ; виççĕмĕшĕнче — Тăрмăш, Çĕнĕ Пуянкасси, Тĕмер шку- лĕсем; тăваттăмĕш ÿсĕм категорийĕнче — Тăвай, Енĕш Нăрваш, Элпуç шкулĕсем.

 

Татьяна ИВАНОВА, Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» регионти уйрăмĕн Тăвай муниципалитет округĕнчи ĕçе йĕркелессипе ĕçлекен специалисчĕ

Поделиться:
Распечатать