1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:03

Миçе çурта лартмалла?

 

Чиркÿре миçе çурта лартма юрать? Вĕсене ăçта тата мĕнле йĕркепе çутмалла? Мĕн каламалла?

Нина ИВАНОВА, Тăвай ялĕ

Турă çуртĕнче турăшсемпе çветтуйсем патне кирек миçе çурта та лартма юрать. Ятарласа палăртнă виçе çук. Малтан Иисус Христос, Турă Амăшĕ тата Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Николай çветтуй патне, кайран вилнисемшĕн çутмалла. Çемьере е тăвансем хушшинче чирлекен пур тăк Пантелеймон çветтуй тата Час пулăшакан Турă Амăшĕн турăшĕ патне çурта лартмалла. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнисемшĕн, суд тенкелĕ çине ларнисемшĕн Николай çветтуй турăшĕн умĕнче çутмалла. Турăш умне пырсан икĕ хутчен хĕрес хывмалла, унтан чуптумалла. Çавăн хыççăн тин çурта лартмалла. Унтан пĕр хутчен хĕрес хывмалла. Турăран, Турă Амăшĕнчен, çветтуйсенчен ыйтмалла. Чиркĕве йывăр чухне пулăшу ыйтма кăна çÿремелле мар, лайăх чухне те Турра тав туса çурта лартма каймалла. «Эй, Турă, тав тăватăп», «Мухтав сана, Туррăмăр» — темелле.

Поделиться:
Распечатать