Иртнĕ çула Раççей Президенчĕ Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. 2025 çултан тытăнса Чăваш Енре ачаллă çемьесене пулăшу памалли пĕтĕм тĕп меле пĕрлештерекен «Çемье» наци проекчĕ хута каять.
Çураласлăх шайне ÿстересси — пĕтĕм халăхăн тĕп тĕллевĕ тата программа тухăçлăхĕн шута илмелли тĕп кăтартăвĕ. 2023 çулта эпир регионăн çураласлăха ÿстермелли тата ачаллă çемьесене пулăшмалли программине йышăнса хăвартăмăр. Ку енĕпе тумалли ĕçе хăйсен кирлĕлĕхне кăтартса панă пулăшу мелĕ- сене аталантарса та, çĕнĕ пулăшу мелĕсене йышăнса та малалла тăсмалла тесе шутлатăп.
(Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран)