1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:49

Паттăрсене яланах асра тытатпăр

 

Майăн 9-мĕшĕ. Кашнин чĕринчех мăнаçлăх, вăй-хăват, хавхалану çуратакан, çĕршыв историйĕшĕн уйрăлса тăракан кун, чи савăнăçлă та çутă уяв. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ май яланхиллех майăн 8-мĕшĕнче округри ялсенче Асăну палăкĕсен умĕнче митингсем, патриотла мероприятисем иртрĕç. Çав кун каçхине 20 сехетре «Асăну çурти» акцие хутшăнакансем Зоя Космодемьянскаян палăкĕ патĕнчен Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи ĕмĕрлĕх çулăмĕ патне утрĕç, çунакан çуртасенчен «Победа» çырчĕç, çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ Аслă Çĕнтерĕве тÿпе хывнисен ячĕсене яланлăхах асра тытнине, йăлана кĕнĕ хаклăхсене чĕрере упранине, 8 теçетке каялла фашизма аркатса мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннине çирĕплетет.

Майăн 9-мĕшĕнче культура çурчĕ умĕнчи лапамра Çĕнтерÿ уявĕн митингĕ республикипех палăрнă ача-пăча искусство шкулĕнчи вĕрсе каламалли оркестр вăрçă çулĕсенчи юрăсен кĕввисене вылянипе пуçланчĕ. Раççей, Чăваш Республикин, Тăвай округĕн ялавĕсене çĕклесе тухрĕç.

Сăмах майăн, районта 5429 çын вăрçа тухса кайнă, 3156-шĕ пуçĕ-сене хунă. Паянхи куна вăрçă ветеранĕсем юлман. 48 тыл ĕçченĕ, 15 салтак арăмĕ, 880 вăрçă ачи пурăнать.

Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ- ренпе 80 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламларĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă ентешсен ячĕсене куç умне кăларнă май, Кармал ялĕнчи Николай Афанасьевăн мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă паттăрлăхне аса илчĕ. Паян унăн ячĕпе Тĕмерти вăтам шкул, Мучар ялĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕпе Тăвай шкулĕ хисепленсе тăраççĕ. Тăвай тăрăхĕпе çыхăннă тепĕр мухтавлă Герой Семен Коновалов ячĕллĕ танк майăн 9-мĕшĕнче Хусанти çар техникин парадĕнче пулнă. «Ентешсен паттăрлăхне ялан асра тытатпăр, çитĕ- некен ăрăва вĕсен тĕслĕхĕпе воспитани парса ÿстерме тăрăшатпăр,— терĕ Олег Анатольевич. — Çакна паянхи уява çамрăк армеецсен, округри ВДВ тата пограничник-ветерансен колоннисем хутшăнни те вĕсен ĕçне çирĕппĕн малалла тăснине уççăнах кăтартать». Вăл пурне те çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, савăнăç сунчĕ.

«Çак кун наци пĕрлĕхĕн, патриотизмăн символĕ пулнипе палăрать, фашизма çапса аркатнă вăрçăпа тыл паттăрĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Анчах та историе çĕнĕрен çырма хăтланакансем пуç пулаймĕç. Эпир парăнмастпăр!»— терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин.

СВО участникĕ Антон Александров ятарлă çар операцийĕнче пирĕн ентешсем мире хÿтĕлесе çĕнĕрен пуçне çĕкленĕ нацизма хирĕç кĕрешни, хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлани çинчен каларĕ.

Митингра Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕн заместителĕ Валерий Сорокин, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ Римма Гурина, Тăвай чиркĕвĕн настоятелĕ Георгий Петров, Тăвай шкулĕнче вĕренекен Даниил Яковлев тухса калаçрĕç.

Предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене чысласа лартнă Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Эпир мирлĕ те телейлĕ пурнăçшăн пулнине палăртса тÿпере шурă шарсемпе кăвакарчăнсем вĕçрĕç. Часах автоматсенчен персе залп пани илтĕн- чĕ. Шăплăх минучĕ иртрĕ. Митинга педагогика ĕçĕн ветеранĕ, округри общество палатин председателĕ Владимир Шакров кăçалхипе 34-мĕш çул ертсе пычĕ.

Ленин проспекчĕпе иртекен çар техникин парадĕнче тĕрлĕ автомототранспорт пулчĕ. Кузовлă машина çинчи хĕрарăмсем «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра шăрантарни 80 çул каялла вăрçă чарăннă кунпа çыхăнтарчĕ.

«Вилĕмсĕр полк» акцие çамрăксемпе пĕрле аслă ăру та хутшăнчĕ. Акă, Тăвайри вăрçă ачин Елизавета Ильинан аллинче ултă паттăрăн сăн ÿкерчĕкĕ. «Владимирпа Георгий Ильинсем — пиччесем, Иван Николаев, Мукинсем — çывăх тăвансем»,— паллаштарчĕ 89 çула çывхаракан кĕмĕл волонтер. — Манăçа кăларас марччĕ фронтра çапăçнисене, мирлĕ пурнăçшăн ырми-канми вăй хунă ĕçченсене. «Вилĕмсĕр полк» колонни сарăлса пытăрччĕ, ан сÿн- тĕрччĕ».

Уяв умĕн округăн тĕп лапамĕнче шкул çулне çитмен садик ачисен парачĕ пулнăччĕ, халĕ вара шкулсенчи армеецсемпе çар ветеранĕ-сем мăнаçлăн стройпа утрĕç. Яланхи пекех çăмăл атлетсем старта тухрĕç.

Культура ĕçченĕсемпе вĕренекенсем хатĕрленĕ театрализациленĕ представлени 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çамрăксем шкулти ăсату каçĕнче савăннипе, нимĕç фашисчĕсем совет çĕрĕ çине тапăнни çинчен пĕлтернипе пуçланчĕ, историе кĕрсе юлнă самантсене аса илтерчĕ, Ю.Левитан диктор вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерни мирлĕ пурнăçа илсе çитерчĕ.

Тăвай шкулĕнчи ташăçăсем «Çĕнтерÿ вальсĕ» проекчĕпе тыткăнларĕç.

Программăна патриотла юрăсен фестивалĕн çĕнтерÿçисем, пĕчĕк артистсем, ялсенчи культура çурчĕ çумĕн-чи пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем тăсрĕç. Ветерансем те айккинче юлмарĕç. Уява хăйсен юрри-ташшипе илемлетрĕç.

Уява килнисем салтак пăтти те, шашлăк та астивме пултарчĕç. «Тăвайри кооператив» потребобщество яланхиллех суту-илÿ йĕркеленĕ. Ача-пăча аттракционсем çинче сиксе савăнчĕ.

Каç кÿлĕм кану лапамĕнче Шупашкартан килнĕ Алексей Московский, Данила Зайцев, Денис Павлов артистсемпе юрласа-ташласа савăнчĕ халăх. «Тавтапуçах çак çутă пурнăçшăн! Мирлĕ тÿпешĕн!»,— терĕç иртнĕ вăрçă паттăрĕсене. Чăтăмлăхпа вăй-хал, çĕнтерÿ сунчĕç СВОри хÿтĕлевçĕсене.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать