1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:01

Пĕчĕк патриотсем

 

1971-мĕш çул. Кÿршĕри юлташпа — Дмитриев Сашукпа иксĕмĕр те эпир 12-ри ачасем. Ларатпăр сĕтел хушшинче калаçса, çак самантра юлташăн куккăшĕ Самул Сантăрĕ (1936—2015 ç.ç.), 35 çулхискер, пÿрте кĕрсе тăчĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ ÿнерçĕ вăл авланманскер, хапха çине космонавтсен сăнĕсене акварельпе ÿкернĕччĕ, пысăк шурă пир çинче авалхи Рим салтакĕсем арăслансемпе çапăçни пурччĕ. Талант! Хăй ялтан виçĕ çухрăмри выçăлккăри сурăх ферминчи кĕтÿ-çĕччĕ. Унăн тăванĕсем патне туя каймалла иккен, пире 3-шер тенкĕ укçа тыттарса ыран хăй вырăнне кĕтĕве кайма ÿкĕтлерĕ. Паллах, ку укçа пирĕншĕн сахал мар! Килĕш-рĕмĕр. Тепĕр кун ирпе пилĕк сехетрех килтен тухрăмăр. Пире, кĕтÿ кĕтме пĕлекенскерсене, сурăхсемпе çÿресси йывăр ĕç мар. Вера аппа ăçта çÿремелли вырăна кăтартрĕ, ферма тулаш çитиех ăсатрĕ. Сурăхсем хĕвел çÿле хăпарнă тĕле сулхăнра тăраççĕ, ăратлăскерсен çăмĕ вăрăм, çăра, вĕрире вĕсене кансĕр. Çырма тăрăх Пуянкасси ялĕ енне хăвалатпăр «çăмлă халăха», чăпăрккапа шаплаттаратпăр. Каç енне пирĕн умра ферма заведующийĕ, Матви Коли тăрантас кÿлнĕ Ром ятлă ăйăрпа чарăнчĕ.

— Маттурсем, кун пекех пырсан, патшалăха çăм парас плана ытлашшипех тултаратпăр, сурăхсене уйри клевер çине вăхăтлăха — çирĕм минута кĕртсе кăларăр, çирĕм минута, ытлашши юрамасть, кÿпĕнме пултараççĕ,— вĕрентсе хăварчĕ хайхискер. Ачапча вĕт, эпир чăпăрккасемпе лĕпĕшсене хăваласа çÿресе вăхăт çине пăхма мансах кайнă!

— Кур-ха Левентей, сурăхсем чăлт та чалт сикеççĕ, çисе тăраннипе савăнаççĕ пулас,— хĕпĕртет Сашук. — Апла пире мухтать ĕнтĕ Вера аппа, сурăх пăхакан. Ăна медальпе мухтав хучĕ панине пĕлетпĕр эпир, шкултан фермăна пĕчĕк концерт лартма çÿренĕскерсем.

— Мĕн ку, Сашук, сурăхсен хырăмĕ- сем шампа пулăнни пек, çăварĕсенчен кăпăк тухать, ав, пĕри сывлама пăрахнă!

— Эккей, ара, кусем кÿпĕннĕ вĕт!— вĕчĕрхенсе ÿкрĕмĕр иксĕмĕр те. Кĕтĕве уйран çырмана хăваласа антарнă тĕле, вунă сурăх та пулĕ, сывлама пăрахнă!

— Тĕрмене хупаççĕ ĕнтĕ, пĕтрĕмĕр! — ăшталанса чупкалатпăр каллĕ-маллĕ. Ман алăра кусар пек хулăн çĕçĕ пур, мăкаскер, çурмаран хуçăлнăскер.

— Мăйран сĕрес, капла «списать» тăвĕç те, какайне сыхласа хăварма май килĕ,— аса илетпĕр аслă кĕтÿçĕ Пĕремĕк Георги сăмахĕсене. Выльăх пусса курманскерсем, мăка çĕçĕпе аран сурăх тирне шăтаратпăр, лешĕ тапкаланаймасть, вилнĕ-пе пĕрех. Фермăна çитсен, унти ветеринар Çемен Сантăрĕ тата темиçе сурăх пусрĕ. Пурте çуйхашаççĕ, ай-ай теççĕ, ачапча касси — вуткасси!

— Каларăм вĕт, çирĕм минут тытмалла тесе! — Матви Коли пирĕн хăлхасене аллипе пăрать. «Плана тултаратпăр» тенĕскер, палăрмалла хуйхăрать пулас. Туса пĕтереймен вăкăр фермин тăррин каштисем çине пурĕ 35 сурăх тирне типме çакрăмăр. Пире шеллемен аслисем, тир сÿтернĕ, ирпе пилĕк сехет иртсен кăна киле таврăнтăмăр.

— Шельмăсем, халь штраф парсан, епле тÿлемелле?! — пăлханса тарăхаççĕ аттепе анне.

— Сатту патшалăха тир ăсатнипе мала тухатпăр акă районта!— тет Ăртиван Кĕркури, хăй ялтан хут, тимĕр, кивĕ тумтир пуçтарса райпона ăсатаканскер.

Вуншар çул иртрĕ унтанпа. Пĕлсе «списать» турĕç пулмалла ун чухне патшалăх сурăхĕсене. Штрафне памарĕç, тĕрмене хупмарĕç. Çак путишле пулса тухнă ĕçе мана пĕрре мар аса илтернĕ Матви Коли. Хăлхасем ыратнине тăтăшах аса илтĕмĕр Сашукпа. Куккăшĕ те вăрçмарĕ. Аслисем хăйсем айăплă, ачапчана шанма юрать-и ферма выльăхне? Эпир вара хамăр ĕçпе ырă тăвас тенĕ тăван колхоза, патриотла чунлисем.

Лаврентий ДАНИЛОВ

Поделиться:
Распечатать