Сакăрвунă çултан каçнисен, пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă ватă çынсен пенсин çирĕпленнĕ виçи, 8907,70 тенкĕпе танлашаканни, икĕ хут ÿснĕ, 17816 тенкĕпе танлашнă.
Ĕçлекен пенсионерсен те стажа тата шалу виçине кура тÿлев индексациленнĕ. Виçĕ çулчченхи ачашăн паракан пособие вара çак уйăхран тытăнса çĕнĕлле шутлаççĕ. Çемьери кашни çынна тивекен чи пĕчĕк виçене палăртнă чухне НДФЛа шута илмĕç.