Çулленех регион тупăшăвĕ хыççăн Раççей шайĕнче компьютерпа усă курса ăмăртусем ирттереççĕ. Çакăн йышши мероприятисем ватă çынсене активлă пулма, тĕнче уçлăхĕнчи информаципе анлăн усă курса пурăнма хистеççĕ. Тăвайсем те ку тĕлĕшпе ыттисенчен кая юлса пымаççĕ. Вунă çул каялла иртнĕ ăмăртусенче Тăрмăш учителĕ Вячеслав Сидоров республикăра виçĕ хутчен призер, Раççейре пĕрре çĕнтерÿçĕ те пулнăччĕ.
2023 çулта Тăвай команди республикăра, унăн йышĕнче В.Сидоровпа Элпуç шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Константинова, 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Харпăр хăй хушшинче ăмăртса С.Константинова 3-мĕш вырăна тивĕçнĕччĕ.
Çакăн пек тупăшусене вĕсем кăçал тепĕр хут хутшăнчĕç. Чăваш Енри чемпионат яланхи пекех Шупашкарти кооператив институтĕнче иртрĕ. Ку хутĕнче вара правилăсене чылай улшăну кĕртнĕ. Чи малтанах телефон çине тĕрлĕ приложенисем лартса, вĕсем урлă интернетра 14 тĕрлĕ информаци тупмалла, вĕсене палăртнă электронлă адрес çине кĕске вăхăтра вырнаçтармалла. Иккĕмĕш заданире «Сывă пурнăç йĕрки» тест, виççĕмĕшĕнче вара Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Ответсене тĕрĕс хуравласа Ворд программăпа уйрăм папкăна ямалла. Пур конкурса та вăхăт уйăрса панă.
Ăмăртусене 33 пенсионер, вĕсенчен 14 команда тулли составпа (1 арçын тата 1 хĕрарăм) хутшăнчĕ. 1—2-мĕш вырăнсене кăçал Елчĕксемпе (74 балл) Патăрьелсем (71,5 балл) çĕнсе илчĕç. Тăвайсем те вĕсенчен юлмарĕç темелле, 71 балл пухса 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Харпăр хăй хушшинче В.Сидоров та, С.Константинова та 4-мĕш вырăнсене тухрĕç. Эпир вĕсене çитĕнÿпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те ĕçре, канура хастар та активлă пулма çирĕп сывлăх сунатпăр.
Юлашкинчен сĕнÿ пур. Çакăн пек компьютерпа телефон технологийĕпе усă курса ăмăртусене пенсионерсем хушшинче хамăр Тăвай округĕнче те йĕркелесе ирттермелле. Вĕсене нумай активлă ентеш хутшăнасса шанас килет.
Лилия ЯКОВЛЕВА,
Тăвайри пенсионерсен уйрăмĕн председателĕ