1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:08

Пĕлтерĕшлĕ темăсемпе

 

Виçĕмкун Тăвай округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Вĕренни пурнăçа ăнăçу кÿни, 2024—2025 вĕренÿ çулĕн ĕç итогĕсем, аслă шкулсемпе техникумсене вĕренме кĕмелли кампани, ачаллă çемьесене пулăшу памалли регионти мерăсем, Чăваш Республикинче «Пушкин картти» федераци проектне пурнăçлани, шыва кĕмелли сезонта шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тата онлайн-сасăлавпа çыхăннă темăсене сÿтсе явнă.

Пĕрлехи информкуна Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, депутатсем, территори уйрăмĕсен начальникĕсем хутшăннă. Çавăн пекех райадминистраци залĕн- че иртнĕ тĕлпулăва общество палатин представителĕсене, предприятипе учреждени тата МИХсен ертÿçисене чĕннĕ.

Александр Шакин пур темăпа та республика информацийĕпе паллаштарнă.

Вĕрентÿ, асăннă отраслĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕн итогĕсемпе, вузсемпе техникумсене вĕренме кĕмелли кампанипе Тăвай округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан — вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова паллаштарнă. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн халĕ пĕлĕве тĕрĕслемелли хĕрÿ вăхăт пуçланнине аса илтернĕ вăл — экзаменсене ăнăçлă памалла. Çавăнпа ку тапхăрта вĕсен те, ашшĕ-амăшĕн те тимлĕ пулмалла. Кăçал округри шкулсенче 11-мĕш класа 48-ăн, 9-мĕш класа 123-ĕн пĕтереççĕ. Халĕ вĕсен патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухма вăй хумалла, пĕрлех вузсемпе техникумсене вĕренме кĕме хатĕр-ленмелле, тенĕ Ирина Валерьевна.

Тăвай округĕнче пур культура учрежденийĕ те Пушкин карттин участникĕ пулса тăнине, унпа усă куракансем, тĕпрен илсен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекенсем пулнине палăртнă культура, социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пай начальникĕ Оксана Кириллова. 2025 çулхи асăннă тапхăрта культура учрежденийĕсем 52 мероприяти йĕркелесе ирттернĕ, 230550 тенкĕлĕх 948 билет сутнă. 2024 çулта 166 мероприяти иртнĕ, 547750 тенкĕлĕх 2352 билета ĕçе кĕртнĕ.

 

Округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов та мероприятисем «Пушкин картти» проектпа усă курнин ăнăçлăхне кăтартса панине çирĕплетнĕ, малашне те культура сервисĕсен майĕсене сарса пыма, çамрăксене меллĕ условисем туса пама тăрăшмаллине палăртнă.

Шыва кĕмелли тапхăрта шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе мĕнле тимлени çинчен мобилизаци хатĕр- ленĕвĕн, ятарлă программăсен тата гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен пай начальникĕ Алексей Федоров каласа панă. Округри ялсенче шыва кĕмелли 4 вырăн уçма палăртнă: иккĕшĕ — Тушкилте, пĕрер — Тăрмăшпа Тăвай ялĕсенче. Ку вырăнсене тĕрĕсленĕ, шыв тĕпĕнчи ăпăр-тапăра тасатнă, хăрушсăрлăх правилисене кăтартса информаци щичĕсем вырнаçтарнă. Информушкăн ертÿçи Александр Шакин ку тĕлĕшпе профилактика ĕçне вăйлатма сĕннĕ, 2024 çулта шывра пулнă инкексен статистика даннăйĕсене илсе кăтартнă. Шыв объекчĕсенче пĕлтĕр 35 çын вилнĕ, çав шутра 5-шĕ — ачасем. Тĕп сăлтавĕ — ÿсĕрле шыва кĕни, ачасем вара — вĕсене пăхакансемсĕр пулни.

Олег Ломоносов шыва кĕмелли вырăнсене шанчăклă хатĕрлесе çитермеллине, сезон вăхăтĕнче вĕсене пăхса-тĕрĕслесех тăмаллине, ачасене çамрăклах ишме вĕрентмеллине асăрхаттарнă.

Тепĕр ыйтăвĕ — кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕччен «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿл- лĕн ĕçе кĕртмелли объектсене суйласа илмелли онлайн-сасăлав пирки. Пирĕн Тăвай округĕ-пе Зоя Космодемьянская палăкĕ таврашне хăтлăлатма иккĕмĕш тапхăрти икĕ дизайн-проектран пĕрне суйласа илмелле. Хальлĕ-хе 1725 çын хутшăннă сасăлава.

Информкун картинче тепĕр тĕлпулу Тăрмăшри вăтам шкулта иртнĕ.

Пĕрлехи информкунăн итогĕ-сене ушкăн ертÿçи Александр Шакин пĕтĕмлетнĕ. Вăл сÿтсе явнă темăсем пурте актуаллă пулнине, вĕсене май килнĕ таран ытларах çын патне çитерме кирлине палăртнă.

Округ пуçлăхĕн ĕç пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕ-пе те йышăннă.

 

Иван ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать