Майăн 15-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 8541 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă. Ку вăл ака планĕн 97 проценчĕпе танлашать.
Техникăлла культурăсене 1065 гектар вырăн панă. Çак шутра рапс 185 гектар, хĕвелçаврăнăш 880 гектар йышăннă. Рапса Юрий Федоров, хĕвелçаврăнăшне 680 гектар Валентин Грачев тата 200 гектар Алексей Макаров хресчен-фермер хуçалăхĕсем акнă.
Андрей Кузнецов (Пуянкасси ялĕ) 5 гектар севоклăх вăрлăх тата 10 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акнă.
Выльăх апачлĕх культурăсем 1673 гектар йышăннă. Пĕр çул ÿсе- кен курăксене акса пĕтернĕ. Нумай çул ÿсе- кен курăксене хăй хальлĕн 725 гектар çине вырнаçтарнă. «Акконд-агро фирма» АО, Валерий Грачевпа Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕсем кукуруза акаççĕ, хальлĕ- хе асăннă культура 230 гектар ытла йышăннă.