1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:44

Пултаруллă та туслă çемье

 

Нумай ачаллă çемьепе паллашас тĕллев хальхинче Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕн-че йăва çавăрнă Эльза Валерьевнапа Артем Владимирович Степановсем патне илсе çитерчĕ.

Артем Владимирович Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Дипломлă пулсан тăван ялти «Акконд-агро фирма» обществăра сĕт-çу продукцийĕн менеджерĕн-че ĕçлеме тытăннă, халĕ — автомеханика паркĕн начальникĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ Эльза Валерьевна Канаш районĕнчен, Мускаври гуманитарипе экономика институтĕнче вĕренсе аслă пĕ- лÿллĕ специалист пулса тăнă. Ăста алăллă амăшĕ те иккен вăл, тĕрлĕ капăрлăхсем хатĕрлет тата çамрăксене вĕрентет.

—Тăвайпа Малти Тукай ялĕсем хушшинче туслăх кĕперĕ хывăнсан, 2008 çулхи августăн 29-мĕшĕнче çемье чăмăртарăмăр,— шухăшне пĕлтерчĕ çамрăк мăшăр.

Виçĕ ача çитĕнет Степановсен. Игорь 6-мĕш класра вĕренет, Элинăпа Полина 1-мĕш класра пĕлÿ пухаççĕ.

Амăшĕ ялта ачасене аталанма пĕтĕм услови пуррипе кăмăллă. Акă, ывăлĕ Игорь ача-пăча искусство шкулĕнчи эстрада уйрăмĕнче вĕренет. Йĕкĕрешсем, Полинăпа Элина, çав шкултах ÿнер ăсталăхне алла илеççĕ. Çавăн пекех шывра ишекенсен секцине, канмалли кунсенче Вырсарни шкулне çÿреççĕ.

Çемье хăй вăхăтĕнче хваттер туянма патшалăх пулăшăвĕ- пе усă курнă.

Асламăшĕпе аслашшĕ, Тăвайра пурăнакан Нина Тимофеевнапа Владимир Николаевич Степановсем, питĕ юратаççĕ мăнукĕсене, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе интересленсех тăраççĕ.

Артемпа Эльза Степановсене Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ-пе ăшшăн саламласа юрату, телей, тăнăçлăх сунатпăр.

 

Альбина НИКИТИНА

Поделиться:
Распечатать