1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:46

РЕСПУБЛИКА, ОКРУГ

• Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ иртнĕ вăхăта асра тытни кăна мар, вăл — халăхсен пĕрлĕхĕн, патриотизмăн, ăрусен çыхăнăвĕн арканми пулăмĕ. Аслă Отечествăлла вăрçа пирĕн Чăваш Енрен икçĕр пин ытла, Тăвай енрен 5429 ентеш хутшăннă, кашни иккĕмĕшĕ ытла фронтран таврăнайман. Вăрçă çулĕсенче республикăри 170 пин ытла çын Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă, хĕллехи шартлама сивĕсене пăхмасăр виçĕ уйăхра 380 çухрăм тăршшĕ оборона линийĕ тунă, çав шутра Тăвай тăрăхĕнче — 50 çухрăм ытла.

• 2021 çулта Шупашкара çĕнтерĕве çывхартма пысăк тÿпе хывнăшăн «Ĕç мухтавĕн хули» хисеплĕ ят панă. Чăваш Ен фронт валли снарядсем, авиабомбăсем, танксемпе самолетсем валли ятарлă аппаратура кăларнă.

• Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2025 çулта çĕршывра çĕнĕ 19 наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннă, çак шутран Чăваш Енре 13-шĕ ĕçе кĕрет. Нацпроектсенчен республикăна кăçал чи нумай укçа илме пулăшаканни — «Пурнăç инфратытăмĕ». Ăна пурнăçламашкăн Чăваш Енре 2025 çулта 6,2 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку вăл кăçал республикăра нацпроектсене пурнăçа кĕртме пăхнă мĕнпур укçан çуррине яхăн пайĕ. Пĕтĕмпе вăл — 13,7 млрд тенкĕ. Тăвайра Совет Союзĕн Геройне Зоя Космодемьянскаяна асăнса лартнă палăк таврашĕнчи лаптăкпа тротуара çĕнĕрен асфальт сараççĕ, ача-пăча тата кану лапамĕсем, архитектурăн пĕчĕк формисем пулаççĕ, тĕттĕмре çутатмалла тăваççĕ, чечек-тĕм лартаççĕ.

• Республикăри пысăк чукун çул узелĕ — Канаш хули — социаллă пурнăçпа экономикăн васкавлă аталанăвĕн территорийĕ пулса тăрать. Унта хальлĕхе 9 резидент регистрациленнĕ, виççĕр ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

• Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ тĕлне «АККОНД» фабрика (унăн генеральнăй директорĕ пирĕн ентеш Валерий Иванов) хăйĕн пурте пĕлекен «Птица дивная» тата «Болетто» канфечĕсен праçник дизайнĕпе хатĕрленĕ ярăмне кăларнă. Халĕ «АККОНД» АОн пысăк та туслă коллективĕн- че 3 пин ытла çын вăй хурать. 1943 çулта, фабрикăна туса хунă çул, унта 17 çын кăна ĕçленĕ. Вĕсенчен тăхăр ĕçченне «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.

• Республикăра «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул» медальпе 2519 çынна чысланă, пирĕн округра — 50 çынна.

• Аграрисене ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра тата лайăх пахалăхпа пурнăçламашкăн пулăшса кăçал республикăра 5,3 млрд тенкĕ ытла уйăраççĕ, çав шутра 1,3 млрд тенки — çăмăллăхлă кредитсемпе пулăшма.

• Çулсене нормативпа килĕшÿл- лĕн йĕркелеме 2030 çулччен 51 млрд тенкĕ, çав шутра федераци бюджетĕн-чен, 20 млрд тенкĕ, явăçтарĕç. 400 яхăн çухрăм çула юсĕç. 2025 çулта 33 объектра 70 çухрăм çула нормативпа килĕштермелле, 4 кĕпере юсамалла, ялсенчи 6 çухрăм çула тĕттĕм-ре çутатса тăма электрохунарсем вырнаçтармалла.

• Ял хуçалăх министерстви федерацин «Агротуризм» грантне илме тăратакан заявкăсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Фермерсем, предпринимательсем 2026 çулта хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 10 миллион тенкĕ илме пултараççĕ.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать