1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 5 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:09

Республикăра, округра

• Правительство членĕсем иртнĕ эрнери черетлĕ канашлура Чăваш Республикин 2025 çулхи 1-мĕш кварталти бюджетне пурнăçлани çинчен калакан документа çирĕплетнĕ. Январь — март уйăхĕсенче регион бюджетне 23,7 миллиард тенкĕ, çав шутра Тăвай округĕн бюджетне 117 миллион та 403 пин тенкĕ (ÿсĕм 5,6 процент) пырса кĕнĕ. Харпăр хăй тупăшĕ — 14,7 миллиард тенкĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан ÿсĕм — 14,8 процент. Тăкаксен калăпăшĕ 20,5 миллиард тенкĕпе е иртнĕ çулхин 113,5 проценчĕпе танлашнă. Çак шутран социаллă политика ыйтăвĕсене татса пама 7,1 миллиард тенкĕпе усă курнă. Вĕрентÿ тытăмне 6,2, наци экономикине 2,3, сывлăх сыхлавне 1,4 миллиард тенкĕ уйăрнă.

• Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче педагогика ăсталăхĕн професси конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Кăçал «Чăваш Ен çулталăк вĕрентекенĕ — 2025» ята Куславкка хулинчи 3-мĕш шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Алевтина Алексеева тивĕçнĕ. Шупашкарти 3-мĕш садикре вăй хуракан Дарья Жгарь «Чăваш Ен çулталăк воспитателĕ — 2025» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. «Чи лайăх класс ертÿçи — 2025» конкурсра Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш шкулти Юлия Дельян çĕнтернĕ. Чи лайăх педагогсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн премийĕпе хавхалантарнă.

• Муркаш тăрăхĕнчи Шаптак ялĕнче пурăнакан Юрий Гордеев почтальон Раççейре иртекен «Халăх почтальонĕ» конкурса хутшăнать. Вăл нумай çул ĕнтĕ вулакансем патне вĕсен юратнă хаçат-журналне вăхăтра илсе çитерес тесе велосипедпа кашни ĕç кунĕнче 24 çухрăма парăнтарать. «Халăх почтальонĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурс финалĕ Мускавра июнĕн 5-мĕшĕнче пулĕ.

• Шупашкарти клиника центрĕнче çамрăк тухтăр-гастроэнтеролог Эльвина Музафарова ĕçлеме пуçланă. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра медицина факультетĕнчен «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа ăнăçлă вĕренсе тухнă, клиника центрĕн коллективĕнче ĕçлесе хăйне пысăк квалификациллĕ тухтăр пек кăтартнă. Эльвина диагностикăн тата сиплевĕн хальхи методикине алла илнĕ. Çакă чире тĕрĕс палăртма тата тухăçлă сиплев ирттерме май парать.

• Чăваш Енре иртнĕ çулта обществăн 1316 вырăнĕпе картишне хăтлăх кÿнĕ. Кăçал 25-шне çĕнетмелле, 2030 çул тĕлне тата 268-шĕнче хăтлăх ĕçĕсем пурнăçласшăн.

• Çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕ- леме тăватă çулта республикăран фронта 208 пин ытла çын тухса кайнă, çак шутра Тăвай енрен — 5429 çын, 106 пин ытла паттăр килне каялла таврăнайман. Чăваш АССРĕнче çуралнă 64 тата кунтах тĕрлĕ вăхăтра пурăннă 37 паттăра, çак шутра пирĕн районти Петр Бухтуловпа Семен Коновалова та Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, 25 чăваш Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Чăваш Енрен фронта кайнă 54 пин ытла хастар орден-медале тивĕçнĕ.

• Етĕрне тăрăхĕнчи вăрçă ветеранĕ Иван Ермолаев 2024 çулхи августра 105 çул тултарнă. Ăна Хĕрлĕ çара 1939 çулта илнĕ. Нумай çапăçура пулнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăнăн I степень Тăван çĕршыв вăрçин, III степень Мухтав орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Мирлĕ пурнăçра Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

• Чăваш Енре туризма аталантармалли вырăнсен шутне Шупашкар, Сĕнтĕр-вăрри, Çĕрпÿ, Улатăр хулисене, «Чăваш вăрманĕ» парка кĕртнĕ.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать