Утмăл пилĕк çултан иртнĕ Валя аппа, качча кайман, пĕчченех пурăнать. Кил картишĕнчи ултă чăххипе тĕрмешсе кун ирттерет. Хăйне валли пĕчĕк кастрюльпе апат пĕçерет кунсерен. Е яшка, е пăтă хатĕрлет те, пурăнать çапла. Стена çумне вырнаçтарнă радио сассине хытăрах ярать те, тутăрне хăлхи çинчен илсе тимлесе итлет апачĕ сивĕниччен. Тĕрлĕ хыпара ял тăрăх сарса çÿрет вара çакăн хыççăн тепĕр касри магазиналла утнă май.
Паян та укçа енчĕкне кĕсйине чикрĕ те, сумккине илсе, урама тухрĕ Валя аппа. Хапхине питĕрчĕ кăна, кÿршĕри Лисук кинемее тĕл пулчĕ.
— Ирех ăçтан таврăнатăн-ха? Эс пĕлетĕн-и? Сахрунсен шкулта 10 класра вĕренекен хĕрĕ ача çуратнине?—сараппанлă радионе танкăртаттарма пуçларĕ Валя аппа.
— Тупнă та вара эс тĕлĕнмелли хыпар, харăсах виçĕ ача çуратнă пулсан калаçмалăх пурччĕ вăт,— алне сулса илсе иртсе кайрĕ ватă хĕрарăм.
Утать тата малалла Валя аппа.
— Пушар тухман пулĕ те, пит хыпаланатăн? — сасă пачĕ ăна хăваласа çитсен хĕрарăмсем патне çÿ-реме юратакан Лекçей пичче.
— Эсĕ вара чечек çинчен чечек çине хăçан вĕçсе çÿреме пăрахатăн-ха? Леш СПИД текен чир ертсе вилесрен те хăрамастăн-и?— ыйтрĕ ун умĕнче утакан Валя аппа.
— Эпĕ лере кайнипе тĕнче пĕтмест,— тесе чарăнса тăмасăрах малалла чавтарчĕ пенсири арçын.
Ваçук кÿрши, аллă çулхи хĕрарăм кĕçех ача çуратасси пирки пĕлтерчĕ ăна ялти сараппанлă радио.
— Ку хыпар-и вара? Камран илтрĕн ăна? Васса Хĕветĕрĕ ача çуратма хатĕрленет тенĕ пулсан тĕлĕннипе чарăнса тăрсах калаçаттăмăр,— тенĕ Лекçей пичче.
Хирĕç Валя аппапа пĕр çулта çуралнă Марине килет ав. Тулли сумка йăтнă вăл.
— Ял пуçлăхне вырăнтан кăларни пирки пĕлтерчĕç паян радиопа. Магазинра мĕн калаçаççĕ çакăн пирки?— тĕпчерĕ Валя аппа.
— Пурнăç çапла халь. Пĕр çĕртен кăлараççĕ, тепĕр ăшă вырăна лартаççĕ,— тесе иртсе кайрĕ, алне сулса, Марине.
— Мĕнле кун пулчĕ паян? Пĕрне те нимĕн те интереслентермест. Эп çитнĕ çĕре магазин хупăнассине систерет пуль ку? Каймастăп та. Ыран та кун пур,— çапла шухăшласа çурма çултан каялла çаврăнчĕ Валя аппа. Çав кун пăттине çăкăрсăрах çирĕ те вăл, хыпар итлеме каллех радио умне кĕрсе ларчĕ.
Альбина СУХАН