1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:55

Сасăлав пулăшнипе суйласа илер

 

Кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕччен регионсенче «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿл- лĕн ĕçе кĕртмелли объектсене суйласа илмелли онлайн-сасăлав пырать.

Республикăра пурăнакансем хăтлăх кÿме обществăн 25 вырăнне (парк, сквер, çыран, ача-пăчапа спорт лапамĕсем тата ытти те) суйласа илеççĕ. Проекчĕсене 2026 çулта пурнăçа кĕртмелле. Вĕсемшĕн za.gorodsreda.ru платформăна кĕрсе «Госуслуги» аккаунт урлă сасăламалла.

Республикăра суйласа илме хула тата муниципалитет округĕсенчи 39 территорие кĕртнĕ. Çав шутра — пирĕн Тăвай округĕнчи Зоя Космодемьянская палăкĕ таврашне хăтлăлатасси те — иккĕмĕш тапхăрти икĕ дизайн-проектран пĕрне суйласа илмелле.

Поделиться:
Распечатать