Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче бакалея таварĕсенчен хăшне-пĕрне пăрăнми йĕркепе маркăлама пуçланă.
Сăмахран, халĕ ытти нумай тавар пекех, снексене (закускăсене), чипсăна, куккурус патаккине, попкорна, сухарике марка çыпăçтараççĕ. Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара техĕм- лĕхсене те, соуссене те, хатĕр яшкасене те сутлăха маркăламасăр кăларма ирĕк памĕç.
Раççей Финанс министерствин эксперчĕсем шутласа палăртнă тăрăх, паянхи кун тĕрлĕ йышши соусăн 40 процентне саккуна пăхăнмасăр сутаççĕ. Унсăр пуçне тепĕр самант та йĕркене хытарма хистет. Акă, тĕслĕхрен, бакалея продукцийĕнче консервантсем, сахăра улăштаракан, апат-çимĕçе тĕс кĕртекен япаласем (сахарозаменители, красители) пур. Вĕсем вара, медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, этем организмне самаях сиен кÿме пултараççĕ. Енчен те стандарта тивĕçтермесен, пахалăхсăр пулсан — пушшех те.