1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:53

Тăрмăшсем парада хутшăннă

 

Майăн 9-мĕшĕнче тĕнчери мĕнпур прогрессивлă халăх нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Тĕп Çар парачĕ, паллах, Раççей тĕп хулинче Мускавра пулчĕ. Парада хутшăнма тивĕç пулнă салтаксене пысăк хисеп, чыс та мухтав. Вĕсен хушшинче Тăрмăш шкулĕнче вĕреннĕ çамрăксем те пулнишĕн чун савăнать.

10 çул каялла, Çĕнтерÿ кунĕ 70 çул тултарнă уяври парада Тăрмăшри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ Лачкасси каччи Эдуард Журавлев хутшăннăччĕ. Вăл, ыттисенчен çÿллĕскер, чи малти ретре шеренгăна тытса пыраканниччĕ. Савăннăччĕ уншăн ял-йыш.

Кăçал вара виçĕ яш Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейлă парадне хутшăнма тивĕç пулчĕ. Даниил Николаев 2020 çулта шкултан вĕренсе тухнă. Никитăпа Илья Игнатьевсем — пĕртăвансем, пĕр вăхăт Тăрмăш шкулĕнче вĕреннĕ, каярахпа амăшĕ-пе Канаш районне куçса кайнă. Виççĕшĕ те Санкт-Петербургра Чукун çул çар институтĕн- че 2—3 курссенче ăнăçлă вĕренеççĕ. Никита, асли, Çĕнтерÿ парадне пĕлтĕр те хутшăннă.

Вĕреннĕ май вĕсем виççĕшĕ те спортпа туслă. Никита çарăн виçĕ енлĕ ăмăртăвĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă. Даниилпа Илья та кăçал çав шая çитесшĕн.

Паллă ентеше, Мускавра пурăнакан запасри полковнике Василий Геннадьевич Семенова ачасен пурнăçри кураторĕ тесе ырăпа палăртма пулать. Вăл çак тата ытти çамрăксене çар профессийĕ суйласа илсе тĕрĕс çул çине тăма тимлĕх кÿрет, вĕрентсе-пулăшса пырать. Даниил Николаевăн шăллĕ Евгений та (халĕ Канашри КанТЭТра вĕренет) пиччĕшĕн çулĕ-пе каятăп, тет.

Тăрмăшри шкул коллективне, ашшĕ-амăшĕсене Çĕршыва хÿтĕлекен патриотсем ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Вячеслав СИДОРОВ,

«Тăрмăшри Çар пĕрлĕхĕн» членĕ

Поделиться:
Распечатать