Майăн 31-мĕшĕнче Тăвай округĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта — «Упа кĕтесĕ» кану базинче çамрăксен Раççей шайĕнчи «Ялта чи лайăххисем» агрослечĕ уçăлать.
Масштабĕпе чи пысăк агрослет йăлана кĕнĕ йĕркепе Тăвай тăрăхĕнче кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртет. Кăçал çамрăксен форумĕнче хăйне евĕрлĕ хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем те пулаççĕ. Агрослета Чăваш Енрен тата Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчен 1500 ытла çамрăк пухăнĕ. Слет девизĕ — «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр». Слет картинче парад, спартакиада, квадроциклсемпе ăмăртасси тата... чи техĕм- лĕ пулă шÿрпи пĕçерессипе кулинарсен кĕрешĕвĕ пулĕ. Экспертсене явăçтарса чи актуаллă темăсемпе — çемье хаклăхĕсенчен пуçласа ялти блогер карьери таран — уçă диалогсем иртĕç.
Майăн 31-мĕшĕнче «Ялта чи лайăххисем» агрослет картинче квадроциклсен чуна тыткăнлакан кăсăклă ăмăртăвĕсем хавхалантарĕç.
Участниксене икĕ тĕрлĕ тупăшу кĕтет: пĕрремĕшĕ — спартакиада (500—800 куб.см квадроциклсем валли); иккĕмĕшĕ — абсолютлă зачет (пур кăмăллакан валли те тата хăватлăхне пăхмасăр). Тупăшăва хутшăнакансен квадроцикла арендăна илме «А1» категориллĕ тракторист-машинист, «А», В1» водитель удостоверенийĕ тата ытти категорилли пулмалла.
«Ялта чи лайăххисем» агрослет юрă-ташăпа та нумайлăха асра юлĕ, çĕнĕ тус-юлташсем тупма пулăшĕ, çĕнĕ идейăсемпе проектсене пурнăçа кĕртме, ăсталăха ÿстерме пулăшĕ.