Юлашки çулсенче тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра террорла актсем çине-çинех пулни, экстремистла ушкăнсем пĕр айăпсăр çынсене хур кăтартни пурне те сехĕрлентерет. Ку хăрушă инкексем пирĕн çĕршыври халăх пурнăçне те сахал мар татрĕç. Инкексем пирĕн тăрăхра пулман пулсан та, çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест.
Террора хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине Чăваш Республикин ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи Тăвай округĕн- чи полици пайĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе çулсеренех ятарлă план хатĕрлетпĕр.
Çав вăхăтрах халăха та сыхлăх пирки асрах тытма ыйтас килет. Çуллахи вăхăтра ялсене ытти хуларан, регионран е урăх çĕршывран тăванĕ- сем патне килекен ют çынсем сахал мар. Вĕсем регистраци тумасăрах пурăнма пултараççĕ. Кăнтăр енчи халăх пысăк сумкăсемпе ялсем тăрăх çÿ- рени те халăха сисчĕвлентермелле. Çывăхра иккĕленчĕклĕ е ют çынсем пурăннине, çÿренине тата хăйсене ыттисенчен расна тытнине асăрхасан çакăн пирки йĕрке хуралĕн ĕçченĕ-сене пĕлтерме ыйтатпăр.
Автовокзал, культура çурчĕ, предприятисемпе организацисен çывăхĕнче, ытти обществăлла вырăнта ют сумка е рюкзак выртнине, иккĕлентерекен автомашина тăнине курсан та тивĕçлĕ органсене пĕлтерме васкăр. Тимсĕрлĕх хакла ларма пултарать.
Борис БОРИСОВ,
полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ