1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:50

Тухăçлă ĕç курăмлă

 

Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕн юлашки пилĕк çулхи аталанăвĕ чăннипех курăмлă. Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕн-че кашни 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе 14 регион хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Аш-какай, тырă, çăмарта производствин кăтартăвĕсем апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине 100 проценчĕпех тивĕçтереççĕ. АПКна 2020—2024 çулсенче умĕнхи тапхăртинчен 1,7 хут нумайрах инвестици хывнă. Хальхи вăхăтра республикăра 200 миллиард тенкĕлĕх 174 проекта пурнăçа кĕртеççĕ. 2020 çултанпа республикăри аграрисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 11 миллиард тенкĕлĕх 4 пин единица ял хуçалăх техники туяннă, машина-трактор паркне малалла вăйлатнă.

Чăваш Ен федераци Атăлçи округĕнче производствăна ÿстернĕ 8 регион шутне кĕнĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе округра пĕрремĕш вырăна тухнă, унăн производстви 2023 çулхинчен 5,7 процент хушăннă. Пĕлтĕр кашни 100 гектар çĕр пуçне çĕрулми тата хăмла туса илессипе пĕрремĕш, пахча-çимĕçпе тата сĕтпе иккĕмĕш, тырăпа виççĕмĕш, ашпа тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă. 2024 çулта сĕт виçĕмçулхинчен 3,4 процент нумайрах сунă, сыснасен кĕтĕвĕ те пысăкланнă. Иртнĕ çулта çăмарта та умĕнхи çулхинчен 23,3 процент нумайрах туса илнĕ, кайăк-кĕшĕк йышĕ 21,4 процент хушăннă.

Чăваш Ен ял хуçалăх продукцине сухалакан кашни гектар пуçне Раççейри вăтам шайран та пĕр хут çурă нумайрах туса илет. Иртнĕ пилĕк çулта ял хуçалăх отраслĕн индексĕ 112,1 процентпа танлашнă, вăл Раççейĕн (108 процент) тата федераци Атăлçи округĕн (108,1 процент) вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах.

Асăннă çитĕнÿсене пирĕн округ ĕçченĕ-сем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Пĕлтĕр инвестицисен калăпăшĕ 216 миллион тенкĕ-пе танлашнă, 2025—2026 çулсенче тепĕр 286 миллион тенкĕлĕх икĕ пысăк проекта пурнăçа кĕртмелле. Округра юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем, уйрăмах сĕт туса илесси ÿссе пынă, 2024 çулта та вăл 4,8 процент хушăннă. Тырă, ытти хăш-пĕр культурăсем çуллен начар мар тухăç параççĕ. Фермерсем пулă, лаша, качака, хурт-хăмăр таранах ĕрчетеççĕ, çырла, севок-сухан çитĕн-тереççĕ. Патшалăх та пулăшать вĕсене. Сĕт туса илнин тата ăратлă выльăх туяннин тăкакĕсен пĕр пайне саплаштараççĕ, фермерсене паракан пулăшу гранчĕн виçисем пысăкланса пыраççĕ, ĕнесен продуктивлăхне кура ставка та хăпарать, сутакан кашни килограмм качака сĕчĕшĕн 2,6 тенкĕ субсиди параççĕ тата ытти те. Çаксем пурте выльăхсен продуктивлăхне, тухăçлăха, производствăна ÿстерсе пыма хавхалантараççĕ, комплекслă аталанма пулăшаççĕ.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать