1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:50

Туллин усă курар

 

Кăçалччен округри хуçалăхсенче выльăх-чĕр- лĕх продукчĕсем туса илесси ÿссе пычĕ, кăтартусене çуллен хушăмпа вĕçлеме май килчĕ.

Тухăçлă ĕç тупăшлă. Халĕ, выльăхсене симĕс курăк çине кăларнă май, иртнĕ çулсенче тунă çитĕнÿсене çирĕплетсе хăварма тăрăшмалла, выльăхсен продуктивлăхне хăпартса, çуллахи тапхăр майĕсемпе туллин усă курса, продукци ытларах туса илме вăй хумалла. Çавна май выльăхсене ешĕл конвейерпа, симĕс апатпа туллин тивĕçтересси яланах тимлĕхре пулмалла. Çуллахи тапхăр выльăхсене ÿт хушма та, продукци калăпăшне пысăклатса пыма та пулăшма тивĕç. Кăçалхи малтанхи тăватă уйăхра округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ пĕрле 6331 тонна сĕт тата 170,5 тонна аш туса илнĕ. Асăннă кăтартусем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пĕчĕкрех. Ĕнесен продуктивлăхĕ те чакнă. Çавăнпа харпăр хăйĕн ĕçне-хĕлне тĕплĕн тишкерсе, ăна лайăхлатмалли майсене ĕçе кĕртни кирлĕ.

Надежда НИКИФОРОВА,

тĕп специалист-эксперт

Поделиться:
Распечатать