30 çамрăк спортсмен хутшăнĕ Чăваш Енрен 2025 çулхи майăн 20-мĕшĕнче Саратов облаçĕнчи «Хвалынский» туçи йĕлтĕр курортĕнче уçăлакан «Туриада-25» спортпа туризм лагерĕнчи ăмăртусене. Вăл 12-мĕш хут иртет. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен унта пурĕ 800 çын пулĕ, Чăваш Ен командинче — 30 спортсмен, 5 конкурсант, 3 тренер тата 4 судья. Пĕлтĕр Чăваш Ен делегацийĕнче 40-ĕн пулнă, 3 ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Команда зачечĕпе 8-мĕш вырăн йышăннă.
Федерацин Атăлçи округĕнчи 14 командăсăр пуçне ăмăртусене Донецкпа Луганск халăх республикисен, федераци тĕп округĕнчи регионсен тата çавăн пекех Беларусь, Таджикистан, Узбекистан, Туркменистан, Казахстан, Кăркăстан тата Монголи спортсменĕ-сем хутшăнаççĕ.
Ыттисем пекех, Чăваш Ен çамрăкĕ-сем темиçе кун хушши велосипед, шыв тата çуран дистанцийĕсенче ăмăртĕç. «Федерацин Атăлçи территорийĕнче регионсем хушшинчи чи лайăх туризм маршрутне туса хатĕрлесси» конкурс та ирттереççĕ. Çĕнтерÿçĕ тур йĕркелеме 400 пин тенкĕ таран грант илĕ. Конкурссем те, ытти мероприятисем те ирттерме палăртнă. Спортсменсем палаткăллă лагерьте пурăнĕç.
Майăн 23-мĕшĕнче лагерь хупăнĕ. Мероприятие Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ Представителĕ Игорь Комаров та хутшăнĕ. Вăл пулăшу панипе йĕркелесе ирттереççĕ те ку проекта. Унăн тĕллевĕ — çамрăксене туризма аталантарма условисем туса парасси.