Пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕçченĕсем Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерстви çу уйăхĕн 19—22-мĕшĕсенче форумсемпе семинарсем ирттерĕ.
Ĕç программине Раççей предпринимательлĕхĕн кунне халалланă. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Импульс» конференци пулĕ. Унта хутшăнакансене суту-илÿ культурине мĕнле йĕркелемелли çинчен каласа ăнлантарĕç тата маркетинг вăрттăнлăхĕ- сене уçса парĕç, çавăн пекех чăн мар ăс-хакăл бизнес енĕпе мĕн тума пултарнине сÿт- се явĕç. «Манăн бизнес» центрти конференцире ертÿçĕ-семпе HR-менеджерсем кадр политикин ăнăçлă тĕслĕхĕсене тишкерĕç, пултаруллă кадрсене килĕшмелли условисем ха- тĕрлеме вĕренĕç. Услам ĕçĕпе тимлекен хĕрарăмсем валли «Бизнес хĕрарăмĕ-сем» семинар иртĕ. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Манăн бизнес» центрта предпринимательсем «нейроĕçченсемпе» усă курассин лайăх енĕсене сÿтсе явĕç. Çав вăхăтрах Чăваш Енĕн экспорта пулăшакан центрĕ тата «Альфа-Банк» АО çавра сĕтел ирттерĕç, пулас усламçăсем валли йĕркелекен мероприятисем те пулĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕн- че влаç çыннисемпе çамрăк усламçăсем хушшинче уçă диалог иртĕ. Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Республикăн инвестици аталанăвĕн агентстви «Уçă диалог: влаç — бизнес» мероприяти йĕркелĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта инвестици проекчĕсем пурнăçлакан организацисен ертÿçисемпе тĕл пулма палăртнă. Ĕçлĕ программа çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен вĕçленĕ. Çав кун курав-конференци иртĕ.