1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:52

Уяв кунĕнче — музейре

 

Тăвайри халăх таврапĕлÿ музейĕпе ку тăрăхра пурăнакансем кăна мар, кÿршĕ округсенчен, облаçсенчен килекен хăнасем те хаваспах паллашаççĕ. «Кунта курмалли те, мăнаçланмалли те пур»,— тенĕччĕ Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова юсаса çĕнетнĕ музее иртнĕ çул Республика кунĕнче уçнă самантра. Сăмах майăн, юсав ĕçĕсене «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă.

Музейре тĕрлĕ ĕç тытăмĕн аталанăвне сăнла- кан документсемпе сăн ÿкерчĕк- сем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Сăхăтпуçĕнче пурăнакан вăрçă ачи Зоя Яковлева мăнукĕсемпе Алисăпа, Александрпа тата унăн мăшăрĕпе Олесьăпа музейри экспонатсемпе кăсăкланнă. Вăл хăй Тăвай хĕрĕ, 1930 çулта çуралнă, нарăс уйăхĕн-че 95 çул тултарнине паллă тунă. Зоя Михайловнана ашшĕн кун-çулĕ-пе тата та тĕплĕнрех паллашасси илсе çитернĕ иккен музее.

«История возникновения и работы связи в Янтиковском районе» стенд çыхăну ĕçченĕсемпе паллаштарать. Çак сферăра вăй хунă ĕçченсен сăн ÿкерчĕкĕсем те упранаççĕ. З.М.Яковлеван ашшĕ Михаил Антонович Антонов 1900 çулта çуралнă, 1935—1936 çулсенче районти çыхăну агентствин пĕрремĕш ертÿçи пулнă. Вăл Тăвайри çар комиссариатĕнчен 1942 çулхи апрельте вăрçа кайнă. Хаяр çапăçусем пынине пăхмасăрах çыхăнăва йĕркелесе тăрассипе тимленĕ. Çав çулхинех килтисем унран хыпар илме пăрахнă.

Аваллăх управçинчи ытти экспонатсемпе те интересленсех паллашнă хăнасем. Паллакан çынсем çинчен вуласа хавхаланнă. Зоя Михайловна — тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине уявланă кунсенче ăна юбилей медалĕпе наградăланă. Музей заведующийĕ Владимир Федоров вăрçă ачине асăнмалăх парне панă.

 

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать