Район хаçатĕнче маларах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан делегаци Узбекистанра ĕçлĕ çÿревре пулни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Халĕ вара иртнĕ эрне вĕçĕнче Узбекистанри Бухара облаçĕнчи Ботир Зарипов Хоким тата асăннă облаçри инвестицисен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Улугбег Хамраев Чăваш Ене килнĕ.
Хăнасем Чăваш патшалăх аграри университетĕнче, Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсенче, уйрăммăн илсен, «Текстильмашра», «Промлит» тата «Промтрактор» предприятисенче пулнă, «ЧЭАЗ» акционерсен обществи республикăри электротехника потенциалĕпе паллашнă. Аграри университетĕн-че хăнасем лабораторисене, сити-фермăна, унтан «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăна çитнĕ.
«Пирĕн регионсем ял хуçалăхĕ, промышленноç тата туризм енĕпе çитĕнÿсем тăваççĕ. Чăваш Ен Раççейри севок суханăн 70 процентне туса илет. Аякри Узбекистанран килнĕ ĕçтешсем валли анлă программа хатĕрлерĕмĕр. Çакă вĕсене пирĕн ĕç-хĕлпе туллин паллашма, тÿрĕ çыхăнусем йĕркелеме май парĕ»,— тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çакна та палăртмалла: Чăваш Енпе Узбекистан пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Кăçалхи тăватă уйăхра республикăран Узбекистана ăсатакан экспорт умĕнхи çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 1,7 хут ÿснĕ, 664 миллион долларпа танлашнă.