1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 29 Май 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:27

Ылтăн та, кĕмĕл те, бронза та

 

 

Иртнĕ кунсенче вырăс шашкипе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Тăвай шкулĕн ачисем те хастар хутшăнчĕç, уйрăмах Леонид Васильевпа Вячеслав Алексеева тата Кирилл Михайлова палăртмалла.

Леонид Васильев лайăх кăтартупа республика чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ. Питĕ сăпайлăскер, Кивĕ Пуянкассинчен вăл. Тăвай шкулĕнче пĕрремĕш класра ăнăçлă вĕренсе пырать. Кĕмĕл медаль хуçи — Вячеслав Алексеев. Унăн пиччĕшĕсем те маттурсем. Сăмахран, Павел пĕлтĕр республика призерĕ пулнăччĕ. Кăçал ăна пĕр очко çитеймерĕ ăмăртура мала тухма. Николай та тав сăмахне тивĕçлĕ. Шашкăпа та, шахматпа та республикăра чи маттуррисенчен пĕри вăл. Питĕ шел, кăçал ăмăртăва пыраймарĕ. Бронза медале Кирилл Михайлов çĕнсе илчĕ. Спортăн ытти енĕпе те хăйне кăтартать: пăшалтан перессипе те, футболла выляссипе те... Çапла вара Тăвай шкулĕн ачисен аллинче ылтăнпа кĕмĕл тата бронза медальсем.

Питĕ шел, кăçалхи республика ăмăртăвне тĕрлĕ сăлтава пула хĕр ачасем хутшăнаймарĕç. Сăмахран, Татьяна Матвеевапа Галина Голубева, вĕсем иккĕшĕ те республика чемпионĕсем. Çавăн пекех икшер хутчен республика чемпионĕятне çĕнсе илнĕ Виктория Ивановапа Дарья Кондратьева та.

Арçын ачасенчен — Владислав Николаевпа Дмитрий Ванерке, Иван Петровпа Евгений Суркин, Егор Филипповпа Андрей Иванов. Апла пулин те тав сăмахне тивĕç. Вĕсен хушшинче те хăшĕ- сем шашка-шахматпа республика призерĕсем.

Владислав ПАСТУХОВ, пĕрремĕш категориллĕ

педагог, СССР спорт

мастерĕн кандидачĕ.

Поделиться:
Распечатать