Раççей Патшалăх Думине эзотериксен ĕçне рекламăлама чаракан саккун проектне пăхса тухма тăратнă.
Ăна ырласа йышăнсан астрологсем, юмăçсем, тухатмăшсем, магсем, алхимиксем, медиумсем, нумерологсем, тарологсем, хиромантсем тата тĕшмĕшпе çыхăннă ытти «специалистсем» хăйсен ĕçне интернетра, массăллă информаци хатĕрĕсенче вуçех рекламăлаймĕç.