2025 çул — Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ. Çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, хÿтĕлеме вĕрентесси — яланах малти вырăнта пулмалла. Хальхи вăхăтра ку пушшех те кирлĕ. Çĕршыва сыхлакан хамăр ентешсем çинчен сăмах хускатсан, Çĕнĕ Ишпуç каччи, Василий Владимирович Баталов подполковник маттуррисенчен пĕри пулнине палăртас килет.
Вăл 1987 çулхи майăн 15-мĕшĕнче çуралнă. Çĕнĕ Ишпуçпа Чутей шкулĕ-сенче вĕреннĕ, 2004 çулта Канашри педагогика колледжне çул тытнă. Шкул саккинченех районта, республикăра спорт енĕпе пысăк çитĕнÿ-сем тунăскер, физкультура учителĕ тата çăмăл атлетсен тренерĕн специальноçне илнĕ. 2007—2009 çулсенче спецназра хĕсметре тăнă. Кунта Василий взводăн аслă разведчикĕ пулнă. Службăран килсен Сургут хулинче Ханты-Манси автономлă округĕнчи УФСИНта спецназ отрядĕнче штурм уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕнче тăрăшнă. Çак хуларах педагогика университетне пĕтернĕ. 2021 çулта — отрядăн командир çумĕ. Хальхи вăхăтра — Шалти ĕçсен подполковникĕ.
Спорт çитĕнĕвĕсене илсен, районта чупассипе чемпион, темиçе хутчен призер, икĕ хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă. Алăпа кĕрешсе, йĕлтĕрпе чупса çĕнтернĕ. Кире пуканĕ йăтассипе ХМАО-Югран чемпионĕ, Раççере 6-мĕш вырăнта пулнă. Тĕл перессипе Урал федераци округĕн чемпионĕ. Пĕтĕм Раççейре иртекен ăмăртусене те хутшăнать. Хальхи вăхăтра Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать.
Василий Владимировичпа Татьяна Петровна икĕ ача ÿстереççĕ. Мăшăрĕ çав чаçрех ĕçлет, лейтенант. 12 çулхи Валерия хĕрĕ лицейра полици уйрăмĕнче вĕренет, 3 çулхи Рома садике çÿрет. Туслă çемьере ачисене те спорта юратма вĕрентеççĕ.
Сăмах май каласан, Василин шăллĕ Дмитрий Владимирович Баталов спортра çитĕнÿсем тунă, вăл — хĕллехи паралимп вăййисен ăмăртăвĕсенче йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мастерĕ.
Хамăр юратнă Тăван çĕршыва хÿтĕ- леме, спортра тата пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хал, сывлăх сунатпăр Баталовсене.
Зинаида ИВАНОВА,
таврапĕлÿçĕ. Чутей ялĕ