1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
7 мая 2025 г. 11:01

Хаклă ветерансем! Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!

 

 

Пĕтĕм чунтан сире Çĕнтерÿ кунĕпе — пирĕншĕн пуриншĕн те сăваплă, паттăрлăх, харсăрлăх, халăхăн çирĕп кăмăлне кăтартакан уявпа — саламлатăп!

 

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ — календарьти ахаль кун кăна мар. Вăл наци пĕрлĕхне кăтартакан паллă, Тăван çĕршывшăн пурнăçа пама хатĕррине çирĕплетекен тĕслĕх. Чăваш Ен халăхĕ вăрçă нуши-тертне чăтăмлăн тÿссе ирттерчĕ, Çĕнтерÿшĕн вăй хучĕ. Кашни паттăр асра пулĕ.

Хаклă ветерансем, таймапуç сире. Сирĕн паттăрлăх — пирĕн вăй тата мухтав сăлтавĕ, мĕнпур ăрушăн кăмăл-сипет тĕслĕхĕ.

Паян, Раççей умне каллех йывăрлăхсем сиксе тухнă, пирĕн салтаксем ятарлă çар операцийĕнче кĕрешнĕ вăхăтра эпир тăнăçлăхпа паттăрлăх хакне уйрăмах аван туятпăр. Çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартакансене чунтан-чĕререн тав тăватпăр. Эпир сирĕнпе пĕрле.

Хаклă туссем!

Мăнаçлă çак кун сире çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх сунатăп! Пирĕн çĕршыв тÿпине яланах янкăр хĕвел çутаттăр.

Уявпа! Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе!

Олег НИКОЛАЕВ,

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ

Поделиться:
Распечатать