1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
10 июня 2025 г. 9:36

Ăраскалне ялта туптать

 

Тăван ял, тăван кĕтес, Тăван çĕршыв çинчен ăшшăн та хавхаланса çырман поэт-писатель, художник çук та пулĕ. Вĕсем çеç-и? Хамăр та, пĕчĕккĕ чухне, алла ручка е кăранташ тытнă-тытман пÿрт-çурт ÿкерме, ун тавра йывăçсем лартса тухма хăтланнă. Çуралнă килтен, тăван ялтан, анне-аттерен çывăххи мĕн пултăр. Тен, пурте пулмасан та, нумайăшĕ тăван ял, тăван кил ăшшине ĕмĕрлĕхе чунра упрать, ĕçĕпе е шухăшĕпе хĕмленсе те пулса уншăн тунсăхлать тата тăрăшать.

Çаксем пурте пархатарлă. Юлашки çулсенче вара ялшăн, тăван еншĕн тăрăшма çĕнĕ майсем уçăлчĕç — Чăваш Енре 2017 çултанпа ялсенчи обществăлла инфраструктурăна е, ансат чĕлхепе каласан, вырăнти пурнăçа лайăхлатма пуçару бюджечĕн программи нумайлăха «прописка» илчĕ. Асăннă программа проекчĕсене пурнăçа кĕртме вырăнти халăх, ялсенче пурăнакансем хăйсем те хутшăнни, пĕрлехи ĕçсене влаç органĕ- семпе пĕрле килĕшсе туни ялсен сăн-сăпатне тата хăтлăхне нумай улăштарчĕ, çĕнетрĕ, пурнăçа аванлатрĕ. Çакна эпĕ хамăр районти чылай ял тĕслĕхĕпе çирĕплетсе пама пултаратăп.

Çапах та чи малтанах çынсем — çав ялсенче пурăнакансем хăйсен ялĕн хăтлăх хуçисем пулса тăни паха. Нимĕн те хăй тĕллĕн пулмасть. Ку тĕлĕшпе эпĕ 2016 çултанпа Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра ИП йĕркелесе предпринимательте тăрăшакан Çĕнĕ Пуянкасси ялĕн çамрăкне Станислав Олегович Данилова ырăпа асăннă пулăттăм. Акă мĕнле çырса кăтартнă ун пирки темиçе çул каялла «Ял ĕçченĕ» хаçата янă çырăвĕнче Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта нумайранпа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Эльвира Николаевна Кириллова: «Йывăр лава туртма çăмăл мар. Апла пулин те хăшĕ-пĕри çав йывăрлăхран хăрамасть. Ун пеккисен шутне эпĕ Çĕнĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Станислав Олегович Данилова пĕр тунмасăр кĕртнĕ пулăттăм. Вăл ялти шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, аслă пĕлÿ илнĕ, экономист. Çемьере виçĕ ывăлтан чи кĕçĕнни Станислав, арçын ĕçне мĕн пĕчĕкрен хăнăхса ÿснĕ. Çавăнпах пулĕ вăл нимĕнле ĕçрен те хăраса тăмасть, çамрăк вăй-халĕпе чупса ĕçлет». Малалла вăл статьяра С.Данилов ял хитрелĕхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн нумай тăрăшнине палăртать, çак ĕçсене хăйĕн тĕслĕхĕпе ял хастарĕсене явăçтарнине те кăтартса парать. «Станислав Олегович сăмах пачĕ пулсан, çав ĕçе яланах пурнăçа кĕртме тăрăшать, хăш-пĕр чиновниксем пек, сăмаха çилпе вĕçтермест. Акă, икĕ ял хушшинчи кану паркĕнче вăрçăра çапăçнисене асăнса мемориал туса лартрĕç (сăмах майăн каласан, районта чи чаплисенчен пĕри вăл), ача-пăча лапамĕ йĕркелерĕç. Сахалтан та чĕрĕк ĕмĕр каялла тасатма палăртнă Кивĕ Пуянкассинчи Тавăш кÿллипе Çĕнĕ Пуянкассинчи шкул çумĕнчи кÿлле тасатма пултарчĕç. Халĕ вĕсенче хур-кăвакал ыр курса савăнать. Ялти культура çуртĕнче те тĕп юсав ĕçĕсем тунă. Ял урамĕсенче вак чул сарса хытарнă çулсем çулран-çул хушăнса пыраççĕ. Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкасси ялĕсен масарĕсем çинче йĕпе-сапара, сивĕ-ре кĕрсе хÿтлĕх тупмалли çĕнĕ пÿр- тсем хута каяççĕ. Ялсенче ĕçмелли шыв çулĕсенче авари таврашĕ пулсан кĕске хушăрах юсама тăрăшаççĕ. Хĕлле ял урамĕсенчи çулсене юр хÿсе лартсан та вăхăтра тасатса тăраççĕ. Тата куçа курăнман ытти ĕçсем те питĕ нумай, вĕсене те тимлĕхре тытать»,— çапла хак панă Станислав Даниловăн пуçарулăхне тата ĕçне-хĕлне пилĕк çул каяллах Эльвира Николаевна Кириллова. Сăмах майăн каласан, вăл хăй те вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк хисепе тивĕçнĕ учитель. Çавăнпах пулĕ ыттисене те ĕçне тата тăрăшнине кура хаклать.

Çĕнĕ Пуянкасси территори уйрăмĕн-чи икĕ ялта пурĕ 350 çемьене яхăн пурăнать. Пÿрт-çуртсене, хуралтăсене лайăхлатсах, çĕнетсех пыраççĕ ялсенче пурăнакансем. Çĕнĕ çурт-йĕр çавăракансем те пур. Çакăнпа пĕрлех ялсене йывăç-тĕм лартса та симĕслетеççĕ. Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса, урамсем хытă сийлĕ çул-йĕрпе йĕркеленсе пынă май, вĕсенче тĕпленсе пурăнма кăмăл тăвакансен йышĕ те çирĕпленсе е хушăнса пырасса шанма пулать. Урамсем такăр, газ çунать, ĕçмелли шыв пур — çаксем ялта пурăнаканшăн питĕ кирлĕ условисем пулса тăраççĕ-çке. Станислав Данилов та çав шутлă. — Пĕрре те хулара пурăнас килмест, ял пурнăçнех кăмăллатăп. Юратнă ĕç вăй-хăват парать тейĕн, ялта вăхăт иртнине те сисместĕп,— тет вăл пĕр хăпартланмасăр.

Сăмах майăн каласан, Станиславпа мăшăрĕ икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Мăшăрĕ, Татьяна Вячеславовна, ялти ача садĕнче воспитательте вăй хурать. Амăшĕ, Луиза Васильевна, тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та, нумай çул хушши ĕнтĕ лавккара сутуçăра тăрăшать. Туслă, пĕр-пĕрне килĕштерсе, пĕр чĕлхе тупса тату пурăнаççĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Станислав çар службинче пулнă. Виçĕ çул Мускавра чукун çул çинче ĕçленĕ. 2016 çултанпа — Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Станислав Данилов «Муниципаллă хăйтытăмлăхăн чи лайăх ертÿçи» номинацин II степеньлĕ Дипломне тивĕçнĕ.

Вырăнта пуçару бюджечĕн мелĕпе пурнăçа кĕртнĕ ĕçсем çулленех сахал мар пулнă. «Май пур таран çеç мар, ытларах та тăвас тенĕ. Хамăршăн вĕт пурте, хамăр ялсенче пурăнакансем валли»,— тенĕччĕ вăл хăй вырăнти ял администрацийĕн ертÿçинче ĕçленĕ çулсенче пурнăçа кĕртнĕ проектсем пирки. Кашни ĕçĕн хăйĕн тĕшши пур. Кивĕ Пуянкассипе Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакансем ыйтнипе тата хутшăннипе икĕ ял хушшинчи тÿртен çула вак чул сарса юсаса йĕркелени хăех мĕне тăрать. Пуçару бюджечĕн проекчĕпе тунă ăна. Çур километр ытла тăсăлать тÿртен çул. Çавра çул вара виçĕ хут вăрăмрах. Кивкассене уйрăмах çăмăллăх кÿнĕ вăл. Халиччен пĕр ялтан тепĕрне тÿртен çитме йĕпе-сапара пылчăк çăрма, хĕллесенче юр ашма тивнĕ пулсан, халĕ çурран та, çăмăл машинăпа та çула кĕскетме пулать. Юпасем çинчи лампăсем çула çутатаççĕ, вăхăта перекетлеççĕ. Халăх хăй пуçарнă ку пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçа кĕртме укçа та пухса панă хăйĕнчен тивĕçлĕ суммăна. Икĕ ялăн пĕр культура çурчĕ, çав икĕ хутлă çуртрах ял администрацийĕ те, почта çыхăнăвĕ те, ытти те вырнаçнă. Тÿр- тен çулпах çынсем Анастасьевсен 2008 çултанпа тĕрлĕ йышши пукансем кăларакан предприятине ĕçе çÿ- реççĕ. Унтанах Кивкас ачисем шкула е клубри ташă секцине васкаççĕ. Икĕ ял хушшинчи туслăх кĕперĕ пек вăл асăннă ялсенче пурăнакансемшĕн. Станислав Олегович ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă çулсенче çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтернине те асăнмасăр иртме çук. Шыв башнисене улăштарнă пурне те. Унсăр пуçне шыв пăрăхĕсем хывнă. Кивĕ Пуянкассинчи Ленин тата ытти хăш-пĕр урамсене Николай Федоров Чăваш Ен Президенчĕ пулнă çулсенчех пăрăхсем хывса башньăран ĕçмелли шыв çитернĕччĕ. 2022 çулта вара çак питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçе малалла тăснă. Халăхăн пуçару бюджечĕн программи пулăшнипе пурнăçланă ăна. Гагарин, Горький, К.Маркс, Комсомольски, Çеçпĕл, Пушкин, Молодежнăй урамсене, Соловьев тăкăрлăкĕ таранах çитнĕ ĕçмелли шыв — пурĕ 2300 метр тăршшĕ. Проектпа пăхнă çĕрте пушар гидранчĕсем вырнаçтарнă, колодецсем тунă. Çакăнпа пĕрлех шыв таппи çынсен килĕсене те кĕнĕ.

Шыв тенĕрен, пĕвесемпе кÿлĕсене тасатса типтерлессипе те нумай ĕçленĕ. Вĕсенче юшкăна кăларнă, тарăнлатнă, шыв пухăнса, çуталса тăмалла тунă. Пуянкасси ялĕсенче ку ĕçе малтисен шутĕнче пуçăннă. «Халăх ыйтни пирĕншĕн саккун пекех»,— тенĕччĕ пĕррехинче Станислав Олегович.

Кивĕ Пуянкасси ялĕн тĕп урамĕ, ытти чылай çĕрти пекех — Ленин ячĕллĕ. Ку вăрăм урама маларахах асфальт сарса тикĕсленĕ. Асăннă тĕп урамран кăнтăр еннеллисем вара пурте аялалла, анаталла вырнаçнă. Вĕсем, тĕпрен илсен, шывлă-нÿрлĕ урамсем. Молодежнăй, Пушкин, Николаев, К.Маркс урамĕсем... Телее, пуçару бюджечĕн программи алă тăсса панă асăннă тата ытти хăш-пĕр урамра пурăнакансене, çултан çул, урам хыççăн урам йĕркеленнĕ: юсав туса, вак чул сарса типтерленĕ çулсене. Тăкакланмасăр пулман, паллах: çулсене йĕркене кĕртме кирлĕ суммăн пысăкрах пайне республика бюджетĕнчен уйăрнă, ыттине муниципалитет панă тата урамсенче пурăнакансенчен те килĕрен пухнă. Чи кирли — ĕçĕ пулнă, çавăнпа çынсем укçа пухса тата подрядчиксем тупса хытă сийлĕ çулсем туса панăшăн влаçа — республика ертÿлĕхĕпе вырăнти влаç органĕсенче ĕçлекенсене тав тăваççĕ.

Ытти ĕçсене те тимлĕхсĕр хăварман. Тĕслĕхрен, çÿллĕ ÿс-се кайнă ватă йывăçсене касса типтерлессипе те ĕçленĕ. Вĕсем çынсем пурăнакан пÿрт- сем тата электричество линийĕ-сем çине ÿкес хăрушлăх тухса тăнă. Станислав Данилов хăй бригада йĕркелесе те икĕ ялти чылай йывăçа касса типтерленĕ. — Алла усса ларнипе ĕç малалла каяс çук. Икĕ ялĕпе çуллен нумайшар проект пурнăçа кĕртме тăрăшрăмăр пуçару бюджечĕн программипе,— пĕтĕмлетнĕччĕ 2023 çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче хăйсен юлашки çулсенчи ĕçне-хĕлне Станислав Данилов. Ял урамĕсенче çеç мар, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул территорийĕнче те, волейбол лапамĕнче те, ачасен вăйă площадкинче те ĕçсем пынă. Ача-пăча лапамĕсем виççĕ те халĕ Пуянкасси ялĕсенче. Выля, ÿс, аталан пулас ăру.

2023 çулта Çĕнĕ Пуянкасси территори пайне Владимир Николаевич Кузьмин ертсе пыма тытăннă. Çав çулхине те икĕ ялĕпе 17 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал вара пуçару бюджечĕн программипе 5 проекта пурнăçлама пăхнă — пурте пекех ялсенчи урамсене юсаса йĕркелессипе çыхăннине каларĕ кунти Наталия Алексеевна Максимова специалист. Пĕр проекчĕ — çула Пушкин урамĕнчен çаранти стадион таран йĕркелессипе çыхăннă.

Пуянкассисем спортпа туслă халăх. Кунта футболпа волейбол вăййиисем те, хоккейла вылясси те хисепре. «Станислав Данилов ялта физкультурăпа спорт аталанса пытăр тесе те нумай тăрăшать, тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелесе ирттерет. Тăрăшулăхĕшĕн ăна район администрацийĕн Хисеп грамотине тата республикăри физкультурăпа спорт комитечĕн грамотине парса та чысларĕç» тенĕччĕ Эльвира Николаевна. Çăва тухсан, футбол-волейбол площадки çамрăксенчен пушă тăмасть.

Иртнĕ эрнере эпĕ ыйтнипе Станислав Олегович редакцие кĕрсе тухрĕ. Сăнĕ-пичĕ хĕвелпе, çилпе тата тарпа та пулĕ самаях пиçĕхнĕ тата хуралнă хăйĕн. Тÿрех курăнать, çын ĕçсĕр лармасть. Нумаях пулмасть вăл СВОра çапăçакан ентешсем патне те çитсе килнĕ, вĕсем патне округран гуманитари пулăшăвĕ, икĕ машина тата ытти япаласем илсе çитернĕ. Индивидуаллă предприниматель пулнă май, подрядчик шучĕпе тĕрлĕ çĕрте проектсем пурнăçа кĕртме пулăшать. Ытларах Çĕнçырмари Владимир Николаевич Илларионовпа пĕрле ĕçленине каларĕ. Кăçал вĕсем вун икĕ проекта çул параççĕ. «Хамăр тăрăхра, Вăрмар, Куславкка, Пăрачкав округĕсенче вăй хуратпăр. Тăвайра Ленин урамĕн- чи юпасем çине электролампăсем çакрăмăр. Çывăх вăхăтра Йăнтăрчă ялĕнче унччен шкул пулнă çуртсен çывăхĕнче çынсене маршрутлă автобус е Газель кĕтсе илме ансат пултăр тесе павильон вырнаçтарма хатĕр-ленетпĕр»,— терĕ. Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Анатольевич Ломоносов иртнĕ эрнере вырăнти предпринимательсемпе тĕл пулнă чухне ăна чи пултаруллисен шутĕнче асăннă. Çак хисепе Станислав Данилов кулленхи ĕçпе çирĕплетет. Индивидуальнăй предприниматель пулнă май, çĕр участокĕ те пур. Унта вăл нумай çул ÿсекен курăксем, тырă акса тăвать, мĕн çитĕнтернипе халăха тивĕçтерет.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать