1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 17 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:18

Ачасен канăвне йĕркелесе

 

Кăçал Чăваш Республикин хула тулашĕнчи, шкулсен çумĕнчи лагерьсенче, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче 73 пин ытла ача валли канса сывлăха çирĕплетмелли майсем туса парĕç. Уйрăм ушкăнсенчи — йывăр лару-тăрăва лекнĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ, çул çитменнисен комиссийĕсенче шутра тăракан ачасем валли ятарлă сменăсем йĕркеленĕ.

Тăвай муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 8 вĕренÿ учрежденийĕнче 21 кун канмалли лагерьсем ĕçлеме пуçланă, вĕсен ĕçне пĕтĕмпе 395 ача хутшăнать. Çав шутран — сывлăха çирĕплетмелли 14 отрядра 265 ача тата профильлĕ 5 отрядра 90 ача. Куллен икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Вĕсем пурте кăнтăрлахи сменăра канĕç. Чăваш Республикин Ĕçлев министерствин «Тăвайри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр» бюджетлă учреждени урлă 40 ачана Тăрмăш шкулĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ лагерьте канма майсем туса панă.

Лагерьсем ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ-сем, ăсталăх конкурсĕсемпе çавра сĕтел тĕлпулăвĕ-сем, фильмсен куравĕсемпе вĕсене сÿтсе явассине тата ытти мероприяти йĕркелеççĕ вĕсенче.

Тăвайри пушар чаçне, халăх краеведени музейне, ача-пăча вулавăшне, «Аль» спорт шкулне çитсе килме ĕлкĕрнĕ те. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кунра культура çурчĕ умĕнчи кану лапамĕнчи «Добрым смехом смеются дети» уявра кăмăл туличчен савăннă.

Кăнтăрлахи сменăри ачасен канăвĕ июнĕн 27-мĕшĕччен тăсăлать.

Лина ГУРИНА,

Тăвайри ача-пăча

аталану центрĕн ертÿçи

Поделиться:
Распечатать