1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 17 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:20

А.П.Шишова асăнса

 

Июнĕн 15-мĕшĕнче 10.00 сехетре «Аль» спорт шкулĕнче А.П.Шишова асăнса шашкăлла выляссипе турнир иртет.

Алексей Петрович — РФ спорт мастерĕн кандидачĕ, шашка-шахмат енĕпе паллă тренер, вырăс шашкипе çыру çÿретсе выляса Чăваш Енри пĕрремĕш чемпион. Çав кун вăл 90 çул тултарнă пулĕччĕ.

Турнир тĕллевĕ — паллă ентеш спортсмен-шашиста асра тытасси, халăх хушшинче шашка вăййине анлăрах пропагандăласси.

Кăмăл тăвакансене пурне те турнира йыхравлатпăр!

 

Василий СЕМЕНОВ, вырăс шашкипе тĕнче мастерĕ

Поделиться:
Распечатать