1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 17 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:15

Çамрăк чухне йăнăшсан

 

КАЛАВ

«Ĕмĕр саккин анлă çулĕпе,

Тупа турăмăр утма пĕрле.

Анчах çулсем иртнĕçемĕпе

Пирĕн çул пайланчĕ ик енне.

– Эсĕ качча тухрăн мана мар,

– Эсĕ качча илтĕн мана мар.

Ах, мĕн ма-ши, тусăм, çавнашкал

Килсе тухрĕ пирĕн ăраскал?

 

 

Çак юрра радиопа янраттарнине илтсен ун çывăхнерех пырса ларчĕ Юлия, чÿречерен тинкерсе тарăн шухăша кайрĕ. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пĕчченех пурăнать вăл. Пурнăçне ÿп- келемелле мар пек те. Юратнă ĕçĕ, чунтан савнă çывăх тăванĕсем, тус-тантăшĕсем, вăрттăн тĕл пулма арçын та пур унăн. Кашни уявах пĕрле ирттерме тăрăшаççĕ вĕсем, «вăрттăн юрату» пирки иккĕшĕ анчах пĕлеççĕ. Начар мар укçа-тенкĕ ĕçлесе илекен Юлия çулталăкра икшер хут ют çĕршывра канма ĕлкĕрет. Анчах та яланах пĕччен туять хăйне.

— Шăпа çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма, алăра ача сиктерме пÿрмен-ши вара мана? – çак ыйту тухмасть унăн пуçĕнчен.

Çамрăк чухнехи йăнăшĕшĕн шар курать хĕрарăм. Вун ултă çулхи хĕрччĕ ун чухне. Çулла. Тантăш хĕрĕсемпе пуçтарăнса клуба тухнă вăхăт. Юлия утса мар, вĕçсе çÿрет. Кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçланă, çĕр улми е пахчари йăрансене тасатнă чух та юрласа анчах çÿрет. Пуçласа юрату авăрне кĕрсе ÿкнĕскерĕн пурне те ырă сăмах калас, пурнăçпа савăнас анчах килет.

Хуларан çуллахи каникул вăхăтĕнче кукамăшĕ патне канма килекен Эдика кăмăлласа пăрахнă вăл. Лешĕ каçхине 10 сехет çитнĕ-çитмен куккăшĕн чаплă автомашини çине ларать те тÿ-рех Юлия пурăнакан çурт умне килсе чарăнать. Икĕ юратнă чĕре кĕске вăхăтрах ялсенчи культура çурчĕ-сенчи ташă каçĕсене çитме, юлташĕ-сем йĕркелекен тĕрлĕ уява çÿреме ĕлкĕрчĕç.

Тирпейлĕ çÿрерĕç-ха вĕсем малтан. Çапах та пĕринче, Эдикăн чи çывăх тусĕн çуралнă кунне паллă тунă хыççăн, çамрăксем иккĕшĕ те аванах хĕрчĕç. Юлташĕсем те хистесех ĕçтерчĕç çав çамрăксене. Юрату туйăмĕпе хĕмленекенсем туйăмĕсене тытса чараймарĕç курăнать. Çак каç каччăна хĕрĕн чи пысăк туприне парнелерĕ хĕр. Вăрттăн çимĕçе тутанса пăхнă хыççăн хĕрпе каччă час-часах улах вырăн шырарĕç.

Вăхăт нумаях та иртмерĕ, пĕринче Юлия çĕр варринчех ăшпа аптăраса ÿкрĕ. Ашшĕ-амăшĕ васкавлăн çĕрлех хулари больницăна илсе кайрĕç ăна. Больницăра Юлия венери чирĕпе чирленине, çак чиртен сипленнĕ хыççăн вăл аллине нихăçан та ача тытса кураймассине пĕлтерчĕç. Ытти хĕрсене те тиркемен Эдикăн та больницăра сипленме тиврĕ. Тухтăрсем унăн та малашне ача пулмасса çирĕплетсех каларĕç.

Вăхăт шурĕ, инкек манăçрĕ. Çак тĕслĕх хыççăн хĕрпе каччăн çулĕсем икĕ енне пайланчĕç. Юлия шкултан вĕренсе тухса строительство училищине вĕренме çул тытрĕ. Кунта вĕреннĕ чух пĕрле пĕлÿ илекен ял каччине юратса пăрахрĕ вăл. Икĕ çул туслăн çÿренĕ хыççăн Юра пĕрлешесси пирки сăмах пуçарсан хĕр яланах пăркаланчĕ, тĕрлĕ сăлтав шырарĕ.

– Санăн нихăçан та ача пулмасть, – тухтăрсем каланă çак сăмахсем унăн пуçĕнчен тухмарĕç, ăна ĕмĕрлĕхех çапса хуçса чĕрине кĕрсе вырнаçрĕç.

Пуçĕпех юрату ăшне путнă Юра вара Юлия мĕншĕн пĕрлешме васкаманнине ниепле те ăнкараймарĕ.

Пĕр каçхине канмалли куна яла килсен Юра хĕре ĕлĕкхи йăлапа вăрласа кĕчĕ. Çапла Юрăн мăшăрĕ пулса тăчĕ. Чун-чĕререн савакан каччă пике хĕр пулманнишĕн пĕрре те кулянмарĕ. Чи кирли – пĕр-пĕрне хисеплени тата юратни. Арлă-арăмлă пурăннă вăхăтра юттисемпе анчах ан çÿретĕр.

Çамрăксем кĕçех вĕренсе пĕтерсе тăван районта ĕçлеме пуçларĕç. Юра çемьере кĕçĕнни пулнă май çамрăк

Поделиться:
Распечатать